Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕр ĕçĕ уншăн ют мар

“Колос” хуçалăхри Г.Иванов механизаторшăн çĕр ĕçĕ ют мар. Тÿрремĕнех вăл çак ĕçе тăххăрмĕш класс вĕренсе тухнă хыççăн явăçнă. Чăн-чăн наставникĕ вара тăван ашшĕ. Кил хуçи çулĕпе малтан пиччĕшĕ, Сергей, кайнă, ун хыççăн Гена вĕсен сукмакне такăрлатнă.

“Хурçă ут” вăрттăнлăхне ашшĕпе комбайнер пулăшуçинче ĕçленĕ тапхăртах алла илнĕ. Паян вара вăл хуçалăхра ДТ–75 трактора хăй тĕллĕнех пăхăнтарать. Хуçалăхра пурнăçлакан кашни ĕçех явăçать: сухалать, культиваци тăвать, сÿрелет, акать... Хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăх унăн кандидатурине Президент стипендине илме тăратнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2008
00:00
Поделиться