Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентÿри çĕнĕлĕхшĕн

Вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ мел, меслет, йĕрке шыраса тупса, вĕсене вăя кĕртесси кашни учителĕн тивĕçĕ тесе палăртнăччĕ августри конференцире. Паянхи компьютер ĕмĕрĕнче çĕнĕ вĕрентÿ технологине алла илме тăрăшасси кашни вĕрентекенĕн тивĕçĕ кăна мар, пултарулăхĕ пулнине ĕнентерсе нумаях пулмасть районти учительсем хушшинче тăваттăмĕш хут конкурс-ăмăрту иртрĕ.

Çирĕм пĕрĕн пулчĕç ĕçре çĕнĕлĕх шырама тăрăшакансем. Яваплă комисси кашнин ĕçне тĕплĕ пăхса тухса иккĕмĕш тура 13 вĕрентекене суйласа илчĕ.

Туçари вĕрентÿ центрĕнче конкурсантсем тепĕр хут тĕл пулчĕç. Кашниех хăйпе пĕрле чунпа çывăх ĕçтешĕсене илсе килнĕ. Пуриншĕн те хумхануллă самант. Конкурса хутшăнаканăн 5-7 минут хушшинче хăйĕн ĕçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштармалла. Чи малтан Ыхра Çырминчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ С.Кулакова сăмах илчĕ. А.Занков системипе литература урокĕсенче анлă усă курнине, çак системăн уссине ĕнентерме тăрăшрĕ учительница. Вăл хатĕрленĕ слайдсем итлесе-курса ларакансене тыткăна илчĕç. Тăрăшни ахаль мар, çитĕнÿ куç кĕретех. Светлана Пантелеймоновна вĕренекенĕсем çулсеренех конкурссемпе олимпиадăсенче çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Учительница вăя хурса ĕçлемесĕр, паллах, пулмасть çакă.

Л.Казакова (Çĕнĕ Ахпÿрт), В.Мылова (Шăхач), Р.Белкова (Кивĕ Ахпÿрт) “Технологи проекчĕн витĕмĕ”, А.Хакимова (Тутар Сăкăт) “Географи урокĕсенче шырав-тĕпчев витĕмĕпе усă курасси”, Т.Раевская (Турхан) “Пулăшу схемисемпе урокра усă курас вăрттăнлăх”, Л.Романова (Первомайски) “Литературăпа чĕлхе урокĕсене вăйă мелĕпе ирттересси”, Т.Калькина (Нăрваш Шăхаль) “Вĕренекене аталанма çул уçса парасси”, Л.Максимова (Патăрьел, 1-мĕш шкул) “Ачасен шухăшлавне аталантарасси”, И.Ябрукова (Туçа) “Экологипе дидактика меслечĕ”, Н.Андреева (Патăрьел, 1-мĕш шкул) “Истори урокĕсенче тĕл пулакан йывăрлăхсене татса парасси”, Г.Хлебникова (Патăрьел, 2-мĕш шкул) “Халăх педагогикин вăрттăнлăхĕсене вĕрентекен патне çитересси”, А.Майрина (Патăрьел, 1-мĕш шкул) “Шухăшлава критикăлла аталантарасси” темăсемпе тухса калаçрĕç. Вĕрентекенсем пĕринчен тепри маттур, ăста пулни сисĕнет.

Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Г.Хлебникова хăйĕн педагогика технологине Г.Волков профессор системине шута илсе ĕçленине ĕнентерме тăрăшрĕ. Халăх педагогикин витĕмĕ вăя кĕрсе пынине тĕслĕхсемпе, фактсемпе çирĕплетрĕ. Шкул – атте-анне – вĕренекен ĕмĕрхи çыхăнура юласса шанса ĕçлет вăл. Унсăр пуçне кашни вĕренекенрех хăйне евĕр талант уçасси тĕп тĕллев тесе тăрăшать. Пултаруллă вĕренекенсем чылай унăн. Галина Фирсовна ятарласа çырнă “Ăмсанакана” сăввипе вара пурин чĕрине те витерчĕ.

Вĕтĕ-вĕтĕ ала витĕр кăларчĕç конкурсантсене хальхинче те. Виççĕмĕш вырăна Л.Максимова, Т.Калькина, Л.Романова йышăнчĕç. Иккĕмĕшне Г.Хлебникова, С.Кулакова, Т.Раевская пайларĕç. Пĕрремĕш вырăн йышăнасси пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Жюри членĕсем пĕр саслăн пулса А.Майрина чи маттуррине палăртрĕç. Итлесе ларакансене те унăн технологийĕ кăсăклантарчĕ. Ăста та пĕлсе йĕркеленĕ слайдсем пурин кăмăлне те кайрĕç, пĕр-ремĕш вырăн йышăнни çинчен Л.Базунова методист хаваспах пĕлтерчĕ. I-III вырăн йышăннисене районти вĕрентÿ пайĕ Мухтав хучĕсем парса чысларĕ.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 марта 2008
00:00
Поделиться