Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турханта – Донор кунĕ

Мартăн 4-мĕшĕнче Турханти врач амбулаторинче Донор кунне йĕркеленĕ. Çак ырă, пархатарлă ĕçе çывăхри вун икĕ ял халăхĕ хастар хутшăннă. Мĕн пурĕ 161 çын чирлисен сывлăхĕшĕн кар тăнă. Ытларах Турхан, Тури Тăрмăш, Шăхач, Кĕçĕн Чемен ялĕсенчи донорсен активлăхне палăртмалла. Çак ялсенчи сывлăхлă çынсем пурте чирлисен шăпишĕн пархатарлă утăма тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 марта 2008
00:00
Поделиться