Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Стадион паянхи пурнăç ыйтнă шайра пулĕ

Патăрьелĕнче паянхи кун ыйтнă шайра стадион пуласси пирки иртнĕ çулах калаçу çивĕчленнĕччĕ. Паян вара ку тĕлĕшпе пăр тапраннă темелле. Çак эрнере пулас спорт площадкинче ĕçсем пуçланнă. Кунти лаптăка строительство проекчĕпе кирлĕ пек пайланă. Халĕ хăйăр турттарасси ăнăçлă пырать. Пысăк строительство объекчĕн подрядчикĕ – ТПК “Шыгырданы” тулли мар яваплă общество. Çĕнĕ объекта кăçалхи çул вĕçĕнче йышăнмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 марта 2008
00:00
Поделиться