Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Миттана чысларĕç

Чăвашсен паллă поэчĕ, публицист, куçаруçă, пирĕн ентеш Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа районта, çавăн пекех республикăра та тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Вăл çуралнă кун, пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Патăрьел тăрăхне Шупашкартан Митта Ваçлейĕн фончĕн делегацийĕ (ертÿçи И.Иванов) тата Тольятти хулинчен хăнасем килнĕ. Вĕсене малтанах район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов йышăннă, кулленхи пурнăçпа паллаштарнă. Сăмах май каласан, кăçал Митта Ваçлейĕ ячĕпе преми йĕркелени 25 çул çитет. Маларах унăн сумĕ район шайĕнче пулнă пулсан, паянхи кун çак премие Чехи, Ирланди, Велиритани, Франци, Швеци тата ытти çĕр-шыв çыннисем те тивĕçнĕ.

Хăнасем районти “Çăкăр” музейĕпе паллашнă хыççăн Аслă Арапуçне çул тытнă. Вĕсем Митта Ваçлейĕн вил тăпри çине чечексем хунă, кунти вĕренекенсемпе тĕл пулнă.

Çак кунах Чăваш наци музейĕнче “Хĕнпе хĕрсе туптаннă сассăм. Каллех ян хурçă пек таса!..” ятпа выставка уçăлнă. Сумлă мероприятие район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов хутшăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 марта 2008
00:00
Поделиться