Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хурт-хăмăр тытатăн – тупăш куратăн

Хĕвел çÿлĕрех хăпарса хăйĕн пайăркисене çĕр çийĕн сапалама пуçласан, çанталăк ăшăтнăçем утарçăсен ĕçĕ нумайланса пырать.

2007 çул хурт-хăмăрпа ĕçлекенсемшĕн йывăртарах килчĕ. Çуркунне омшанниксенчен вĕлле хур-чĕсене вăхăтра тата лайăх кăларма май пулчĕ. Вĕлле хурчĕсем чиперех хĕл каçрĕç, пĕрремĕш вĕçеве ăнăçлă турĕç. Ун хыççăн çанталăк тепĕр хут сивĕтсе ячĕ, пĕр уйăха яхăн вĕлле хурчĕсене шыв йăтма май пулмарĕ. Ун хыççăн çанталăк ăшăтрĕ, çунатлă туссем тинех аталанма пуçларĕç.

Пыл пуçтармалли вăхăт çитсен утарçăсем ытти çулхи пекех магазинсенче иккĕмĕш корпуссем лартрĕç. Районти ял хуçалăх утарĕсенчен (обществăлла секторта) 10077 кг пыл юхтарса илчĕç. Пĕр вĕлле пуçне 12, 1 кг пыл тухрĕ. Вăтамран çак кăтарту, 2006 çулхипе танлаштарсан, 2746 кг сахалтарах. 2006 çулта пĕр вĕллерен 16, 3 кг пыл пухнă.

Вĕлле хурчĕсенчен пыл сахалтарах илнин тĕп сăлтавĕ – çунатлă туссем пыл вăхăчĕ çитнĕ тĕле кирлĕ чухлĕ вăй (йыш) пухса çитерейменни. Тепĕр сăлтавĕ – пыл пуçтармалли вăхăтра сывлăш температури тата сывлăшри нÿрĕк кирлĕ шайра пулманни.

Вăрманта вырнаçнă утарсенчен пыл илесси тупăшлăрах пулчĕ. Çакă çăка йывăççисем ÿснипе çыхăннă. Паллă ĕнтĕ, çăка йывăççи нектар кăларас енĕпе ытти пыл паракан йывăçсемпе курăксенчен чылай малта тăрать. Унăн пылĕ паха та сĕтеклĕ.

Иртнĕ çулта çăка йывăççи çеçке çурнă вăхăтра çанталăк пĕр эрне аван тăчĕ, пыл хурчĕсем ырми-канми ĕçлерĕç. Вăрманта вырнаçнă утарсенчен тупăш илесси самаях пысăк пулчĕ.

Хирте вырнаçнă утарсенче çăка йывăççисем пулманнипе пыл вăхăчĕ икĕ эрнене яхăн каярах юлса пырать. Çав вăхăтра çанталăк пулăмĕсем те урăхларах пулчĕç. Çил вăйлă хăвăртлăхпа вĕрнипе тата сывлăш температури ытларах пулнипе, çĕрте нÿрĕк çитменнипе пыл тухăçĕ самаях чакрĕ. Çавăнпа хир енче вырнаçнă утарсенче пĕр вĕлле пуçне пыл илесси 2006 çулхипе танлаштарсан самаях пĕчĕккĕ пулчĕ.

“Труд” хуçалăхри Елов Вячеслав Александрович утарçă питĕ тăрăшуллă хурт-хăмăр ăсти, вăл кашни тĕп вĕллерен 18, 0 кг пыл илме пултарчĕ. Çак кăтарту районта лайăххисенчен пĕри. В.Елов хăйне шанса панă ĕçе хăйĕн пулăшуçипе Сергей Леонидович Едифановпа вăхăтра тата питĕ лайăх пахалăхпа туса пырать, паянхи ĕçе ырана хăвармасть. Вячеслав Александрович – йĕркеллĕ, сăпайлă тăрăшса ĕçлекен çын.

Районти ытти хурт-хăмăрçа илес пулсан “Красное знамя” хуçалăхри Станислав Сергеевич Силюкова палăртмалла. Вăл ăратлă хурт çемйисем сутассипе палăрса тăрать. Çавăн пекех “Хастар”, “Звезда”, “Исток”, “Булин-ская”, “Ленинец” çĕр ĕç фирмисене, “Батырев-ский” хупă акционер пĕрлешĕвĕн утарçисем те хурт-хăмăр ĕрчетес тата вĕсенчен продукци илес енĕпе палăрса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра “Родник”, “Мир”, “Родина” хуçалăхсенчи утарсем начар ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсен ертÿçисем ку ĕçе çиелтен пăхни сисĕнет.

2007 çулхи кĕркунне вăрманта вырнаçнă утарсенче çулçă пылĕ (падьевый мед) нумай кĕчĕ. Çавна пула хуртсем лайăх хĕл каçасси иккĕленÿллĕ. Çавăнпа çуркунне вĕлле хурчĕсене май килнĕ таран иртерех вĕçтерме тăрăшмалла, вĕсене ноземат препарат хушнă канди памалла. Çак майсемпе вĕлле хурчĕсене сыхласа хăварма пулать.

Кĕркунне нумай çын çулçă пылĕ пуррине шута илсе вĕллесене омшанниксене, тĕпсакайсене кĕртмерĕç. Çакă вĕлле хурчĕсене иртерех вĕçтерме май парать. Халĕ вĕлле умĕнчи юрсене тасатса улăм сармалла, çÿлти летоксене хĕвел пăхнă вăхăтра уçмалла. Çавăн пек тусан çеç кăçалхи çул çунатлă туссенчен пысăк тупăш илме пулать. Районти хурт-хăмăр лавккинче пĕрре тата икĕ килограмлă ноземат хушнă канди сутаççĕ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти “Нива” вĕренÿ комбиначĕ хурт-хăмăрçăн пĕр уйăхлăх вĕренĕвне йĕркелерĕ. Унта пирĕн районтан икĕ çын вĕренсе хăйсен пĕлĕвĕсене ÿстерчĕ.

Юлашки 11 çул хушшинче пирĕн районта вĕлле хурчĕсем тытакансен йышĕ нумайланчĕ. Хресчен хушма хуçалăхĕсенче çĕнĕрен çĕнĕ утарсем уçăлаççĕ. 2007 çулта тата икĕ утар хутшăнчĕ.

2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле 3385 вĕлле, 2007 çулта – 3563 пулнă. Кăçал – 4334.

 

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 марта 2008
00:00
Поделиться