Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чечня вăрçин паттăрне чысласа – турнир

Чечня вăрçинче çапăçса пуçне хунă Фирдус Камалетдинов ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн йăлана кĕнĕ 12-мĕш ăмăрту Патăрьелĕнчи спорт шкулĕнче иртрĕ. Ытти çулсенче унта шкулсем сахалтарах хутшăннă пулсан, кăçал вĕсем йышлăрах пулчĕç.

Малтанхи çулсенче эпир Хирти Пикшик, Патăрьел, Шăнкăртам, Тутар Сăкăт, Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, Первомайски шкулĕсен командисене кавир çинче курма хăнăхнă. Вĕсен йышне Кивĕ Ахпÿрт, Çĕньял, Туçа, Кĕçĕн Арапуç, Еншик, Именкасси, Тикеш, Вăтаел, Пăлакассипе Козловка, Треньел ялĕсенчи ачасем хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Турнирта, кавир çинче 150 çамрăка яхăн тупăшрĕ.

Ăмăрту савăнăçлă лару-тăрупа пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов кĕрешме хутшăнакансене ăшшăн саламларĕ. Çăмăл мар тытăçусенче ăнăçлăх, чăтăмлăх сунчĕ.

– Фирдус Абдуллович çамрăклах пирĕнтен уйрăлчĕ, – терĕ вăл. Ăна асăнса пĕр самант шăп тăчĕç. Паттăр салтак, Чечен вăрçин чăн-чăн геройĕ пулнă. “Мужество” орденпа “Суворов” медальне çĕнсе илме пĕрре те çăмăл мар. Пирĕн ентеш пултарнă, вĕсене тивĕçнĕ. Вăл салтака кайичченех ирĕклĕ майпа кĕрешес тĕлĕшпе спорт мастерĕн кандидатне çитме пултарнă.

Çавăн пекех райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Осипов, Патăрьелĕнчи çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕн директорĕ В.Платонов, Фирдус шăллĕ, Хусанти Вахитов районĕн шалти ĕçсен управлени начальникĕн çумĕ, милици майорĕ А. Камалетдинов тата ыттисем тухса каларĕç, Чечня вăрçин паттăрне ырăпа асăнчĕç.

Абдулл Минзарифуллович сăмахĕсем парадра тăракансемшĕн, турнира курма килекенсемшĕн, хăнасемшĕн тата та витĕмлĕрех пулчĕç. Çамрăк ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе 37 çул вăй хурать. Çак тапхăрта вăл тăрăшнипе миçе çын спорт мастерĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ, I, II, тата III разрядлă спортсменсем хатĕрленине хăй те тĕплĕн калаймасть.

– 5 ял ачисемпе (Хирти Пикшик, Еншик, Кĕçĕн Арапуç, Именкасси, Тикеш) халĕ те килĕштерсе ĕçлетпĕр. Манăн тивĕç – вĕсене кашнинех спорта таса чун-чĕрепе парăнтарса, çитĕнÿсем тума пулăшасси. Ÿсĕмсем çук теесшĕн мар. Воспитанниксем районта, республикăра иртекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ. Раççейрен та призерсем пулса таврăнаççĕ. Çакна эпĕ хамăн ывăл Фирдус умĕнчи таса тивĕç тесе шутлатăп, – тет вăл.

Помост çинчи тытăçусем 30 килограмлă виçене çитейменнисенчен пуçланчĕç. Кавир çинче пĕрремĕшсем Хирти Пикшикри А.Даниловпа Сăкăтри А.Исаков пулчĕç. Вăйă А.Данилов çĕнтернипе вĕçленчĕ. Ку виçе категорийĕнче 11-ĕн тупăшрĕç. Малти вырăнсене М.Хусейнов (Ыхра Çырми), Ф.Анюров (Сăкăт), В.Козлов (Кивĕ Ахпÿрт) йышăнчĕç. Иккĕмĕш кавир çинче улттăн пулчĕç. Вĕсенче (32) Д.Атитанов (Çĕньял), Д.Кошкин (Кивĕ Ахпÿрт), Р.Хасянов (Хирти Пикшик) çĕнтерчĕç.

Ăмăрту малалла та хĕрсех пычĕ. 35 килограмлисенчен В.Пыркин (Кивĕ Ахпÿрт), Н.Макаровпа К.Никитин (иккĕшĕ те Çĕньял), 38 килограмлисенчен А.Сеприханов (Кивĕ Ахпÿрт), М.Санзяпов (Хирти Пикшик), Г.Куделин (Кивĕ Ахпÿрт), 41 килограмлисенчен М.Фомин (Çĕньял), И.Газеевпа А.Макеев (Хирти Пикшикрен), 44 килограмлисенчен А.Алеев (Патăрьел), Ю.Петровпа Д.Козлов (Хирти Пикшикрен), 47 килограмлисенчен Р.Бурнашев, А.Яфизов, А.Краснов (виççĕшĕ те Хирти Пикшикрен), 50 килограмлисенчен хушшинче С.Гусаров (Сăкăт), Г.Аканаев (Ыхра Çырми), А.Цветков (Патăрьел), 54 килограмм виçеллисенчен В. Макаров (Нăрваш Шăхаль), И.Иванов (Хирти Пикшик), И.Куприянов (Çĕньял), 58 килограмм виçеллисенчен, А.Куприянов (Çĕньял), Н.Тестов (Сăкăт), М.Сироткин (Патăрьел), 63 килограмлисенчен В.Нянин (Хирти Пикшик), Ю.Елимов (Çĕньял), А.Сеприханов (Кивĕ Ахпÿрт), 69 килограмм виçеллисенчен Е.Павловпа (Хирти Пикшик) Е.Кузьмин (Сăкăт), 76 килограмлисенчен А.Елимов (Çĕньял) ыттисенчен вăйлăрах пулчĕç, 1, 2, 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. 76 килограмм ытларах виçе категоринче тупăшакан паттăрсене пăхса тăма тата та кăсăклăрах пулчĕ. Кавир çине вĕсем виççĕн тухрĕç. Чи вăр-вартараххи вара А.Мальцев (Кивĕ Ахпÿрт). А.Филипповпа (Хирти Пикшик) М.Суханов (Патăрьел) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç.

02

Малти вырăнсене йышăннă спортсменсене дипломсем, медальсем, хаклă парнесем парса чысларĕç.

Турнир ăнăçлă иртрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 марта 2008
00:00
Поделиться