Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Бедрикемель аппан çĕр çулта – çĕнĕ шăл!

Шăнкăртам ял тăрăхĕнче вăрăм ĕмĕрлĕ аксакалсем сахал мар. Мартăн 3-мĕшĕнче, сăмахран, Бедрикемель Салахутдиновна Халитова шăп та лăп 100 çул тултарнă. Пурнăç ăна “ылтăн сăпкара” çеç сиктермен. Мăшăрĕ Аслă Аттелĕх вăрçинчен таврăнайман, икĕ хĕрне пĕччен ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян унăн савăнмалăх сăлтав пур. Бедрикемель аппа виççĕмĕш сыпăкри мăнукĕсемпе те савăнать!

Пысăк юбилейпа кинемее ял тăрăх пуçлăхĕ Р.Купкенов, район пуçлăхĕ Н.Глухов, райадминистраци представителĕсем саламланă, иккĕмĕш ĕмĕрте аппăшĕ пекех (вăл 105 çулта вилнĕ) сывлăхпа пурăнма суннă.

Бедрикемель Салахутдиновнăн хавхаланса пурăнма сăлтавĕ те пур. Шăп çуралнă кунта унăн çĕнĕ шăл шăтнă! Апла пулсан малашлăхĕ те пур-ха.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 марта 2008
00:00
Поделиться