Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Ун ырă, çутă сăнарне Эпир манмастпăр ĕмĕрне…»

Чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ (Василий Егорович Митта) чăваш литературинче çирĕммĕш çулсенче ĕçлеме тытăннă. Паян вăл çуралнăранпа 100 çул çитет. Унăн пултарулăх хĕлхемĕпе шăранса тухнă сăввисемпе поэмисем, калавĕсемпе очеркĕсем Чăваш патшалăх пичет архивĕнче питĕ тирпейлĕн упранаççĕ, паян кун та тĕпчевçĕсене шухăшлаттараççĕ, çамрăксене ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентеççĕ, вулакансен чĕринче ырă туйăм çуратаççĕ.

Поэтăн пĕрремĕш сăвви “Ахăр, пулать çуркунне” 1924 çулта “Сунтал” журналăн 2-3-мĕш номерĕнче пичетленсе тухнă. Каярахпа “Çуралнă çĕр-шывра”, “Çамрăк тăвана”, “Тупа”, “Утă çинчи ир”, “Çамрăк сăвăçсене”, “Тăван çĕр-шыва”, “Каникулра”, “Паян эпĕ хĕпĕртерĕм”, “Çурхи кăмăл”, “Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ” сăввисем кун çути курнă. Вĕсенче поэт совет çамрăкĕсен çутă ĕмĕтне, çĕнĕ пурнăç тунă çĕрте вĕсем вăй-хала шеллемесĕр ĕçленине, наука никĕсĕсене алла илес тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнине сăнласа кăтартнă. Ялта колхоз юхăмĕ çĕнтерни çинчен çырнă “Çĕр чĕлхи” (Хулăм сас) поэми тата “Атăл çинче”, “Кĕреке юрри”, “Акатуй каччисем”, “Октябрь тантăшĕ”, “Чăваш комсомолĕ” сăввисем Митта Ваçлейĕн 30-мĕш çулсенче çырнă паллăрах произведенийĕсем шутланаççĕ. Вĕсенче сăвăç совет халăхĕн пирвайхи пилĕкçуллăхсен вăхăтĕнчи паттăр та мухтавлă ĕçĕ, иксĕлми хастарлăхĕ çинчен çырса кăтартнă.

1932 çулта çамрăк çыравçăн “Кăмăл” ятпа сăвăсен кĕнеки пичетленсе тухнă. Ку кĕнекене пысăккисем те, пĕчĕккисем те хапăл туса йышăннă. Хăйĕн хайлавĕсенче автор тăван литературăна юратмалли çинчен вĕрент-се çырнă, ачасене пурнăç çулĕ çине тăма ăс панă.

Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл поэзире кăна мар, прозăра та хастар ĕçленĕ. Унăн “Хисеплĕ вилĕм”, “Чĕлĕм Мĕкĕти”, “Лав хыççăн лав”, “Кăçалхи калăм”, “Мур”, “Ватти”, “Мамăк утравĕ”, “Çамрăкки” тăван литературăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.

В. Митта ăста куçаруçă та пулнă. Вăл А. Пушкинăн “Борис Годунов” трагедийĕпе “Пĕлÿçĕ Олег çинчен хунă юррине”, М. Горькин “Фома Гордеев”, Н. Островскин “Тăвăлпа çуралнисем” романĕсене, В. Овечкин очеркĕсене, Г. Гейне, М. Джалиль, А. Кунанбаев, С. Кудаш, Ш. Муддарис сăввисене чăвашла куçарса халăх патне çитернĕ.

Митта Ваçлейĕн иксĕлми пултарулăхне ытти паллă çыравçăсем пысăка хурса çапла хакланă:

“Поэтăмăр тăван сăмахăн тутине пĕлсе, ăна перекетлĕн тыткаласа ĕçлетчĕ. Унăн çырса пĕтереймен “Тайăр” поэма сыпăкĕсем, “Авалхи садăмра”, “Тав сана!”, “Пит маттур-çке Иванов бульварĕ…” тата ытти сăввисем юлашки вăхăтри темăн тĕрлĕ шупка сăвă-юрă çинче чăн-чăн ĕнчĕ пĕрчисем пек йăлтăртатса тăраççĕ. Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш – акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче..”. (Хусанкай П. Пуçкăшăлĕ вырăнне. Митта Ваçлейĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ. Г. Юмарт пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1974. – С. 12-23).

“Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр сăвăç, хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, вăл чăн-чăн сăвăç, тивĕçлипе паян кунччен те хаклайман пысăк поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă. Вăл çырмасăр пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен виçесĕр пысăк пултарулăх ăна самантлăха та канăç паман”. (Волков Г.Н. Паллă çынсем – Митта Ваçлейĕ çинчен. Ялав. – 1988. - " 3. – С. 19).

“Митта Ваçлейĕн статйисене те, çырăвĕсене те каçса кайсах вулатăн, пĕр пушă сăмах та тупаймастăн унта”. (Исмуков Н. Сăпайлăх, тÿркăмăллăх, чăтăмлăх, чунлăх. Тăван Атăл. – 1988. - " 3. – С. 61-62).

Чăваш чунлĕ сăвăç нумай пурăнайман. Унăн ĕмĕрĕ 49 тултарсан 1957 çулта татăлнă. Вăл çĕре кĕнĕренпе 50 çул иртрĕ пулин те, унăн ырă ячĕ, вăл çырса хăварнă произведенисем нихăçан та пирĕн тăван халăх асĕнчен каймĕç.

Эпĕ хамăн кĕске статьяна чăваш халăх юрăçи В. Давыдов-Анатри çырнă сăвă йĕркисемпе вĕçлесшĕн:

“Митта Ваçлейĕ юррине,

Илемлĕ, уçă сассине,

Ун ырă, çутă сăнарне

Эпир манмастпăр ĕмĕрне…”.

 

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2008
00:00
Поделиться