Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ТРАНСПОРТ НАЛУКĕ

Транспорт налукĕ регион налукĕ шутланать, ăна Раççей Федерацийĕн субъекчĕн территорийĕнче тÿлемелле.

Чăваш Республикинче транспорт налукне 2002 çулхи 28-мĕш номерлĕ саккунпа тата Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн кĕртнĕ.

Ăна транспорта хăйсем çине регистрациленĕ мĕн пур сăпатсем тÿлеççĕ. Хăйсен машинине урăх çынна шану хучĕпе панисем те налук тÿлекенсен шутне кĕреççĕ. Тÿлев калăпăшĕ двигатель хăватĕнчен килет. Тĕслĕхрен, ВАЗ-21099 маркăллă автомобилĕн двигателĕ 70 лаша вăйлĕ, налук калăпăшĕ 490 тенкĕ пулать е пĕр лаша вăйĕ пуçне 7 тенкĕ, груз турттаракан УАЗ-33036 машинăн двигателĕ 98 лаша вăйлĕ, налук калăпăшĕ 1372 тенкĕ е пĕр лаша вăйĕ пуçне 14 тенкĕ. Налука саккунпа кăтартнă виçепе Перекет банкĕн уйрăмĕсенче, почта уйрăмĕсенче тÿлемелле, тÿлев извещенийĕн форми – ПД (налук). Çулталăк хушшинче автомобиль сутсан е туянсан – налука уйăхсем тăрăх шутласа тÿлеттереççĕ.

Инвалидсем валли ятарласа кăларнă çăмăл автомобильсемшĕн, социаллă хÿтлĕх органĕсем урлă илнĕ (туяннă) 100 лаша вăйĕнчен каярах хăватлă двигателлĕ машинăсемшĕн, автомобиле вăрланине тата шыраврине ятарлă органсем çирĕплетнĕ документ тăрăх та налук тÿлеттермеççĕ. Чăваш Республикин территорийĕнче Совет Союзĕн Геройĕсене, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕсене, инвалидсене çак налукран хăтарнă.

Транспорт налукне транспорт хатĕрне регистрациленĕ вырăнта мартăн 31-мĕшĕччен тÿлемелле. Налук органĕ налук тÿлеме тивĕçлисене мартăн 1-мĕшĕччен уведомлени парать. Вăхăтра тÿлемесен пени хурăнать, тÿлессинчен юриех пăрăнсан налук органĕ суда пама та пултарать.

Транспорт налукне техника шутра тăрать пулсан, анчах усă курмасан та, тÿлемеллех. Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухманни тÿлемелле мар сăлтав пулаймасть. Çавăнпа та пĕр çулталăк е ытларах та усă курман транспорта вăхăтра шутран кăлармалла. Кун пек чухне налук илмеççĕ.

Транспорт налукĕн йĕркисем пирки тĕплĕнрех çак адреспа пĕлме пулать: Патăрьел, Ленин проспекчĕ, 21 “а” çурт, т. 2-18-67.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2008
00:00
Поделиться