Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕл пулу асра юлĕ

Аслă Чементи вăтам шкула кăçал 1948, 1958, 1968, 1978, 1988, 1998 çулсенчи кăларăмсене йыхравланă. Тĕл пулура шкул директорĕ Л.Иванова паянхи ачасен тата вĕрентекенсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Унтан Л.Басова ертсе пынипе “Çавра сĕтел” хушшинчи калаçу пуçланчĕ. 1948 çулта шкултан вĕренсе тухнисем питĕ сахалăн паян. Вĕсен ячĕпе Р.Волкова тухса каларĕ. Вăл вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсене аса илчĕ.

1958 çулта шкулпа сывпуллашнисенчен ялта тĕпленнисем чылай. В.Башмаков 37 çул лесникре, М.Зотова почтăра контролер-кассир, Г.Мулгачева, В.Чернов, И.Латышов тăван хуçалăхра нумай çул вăй хунă. Вĕсем хăйсен вĕрентекенĕсене, ачалăха, малтанхи юратăва ăшшăн аса илчĕç. И.Латышов пухăннисене хăйĕн хăватлă сассипе юрласа тĕлĕнтерчĕ.

1968 çулта Аслă Чемен шкулĕ вăтам шкул ятне илнĕ хыççăн пĕрремĕш кăларăм кăларнă. Ку класа 4 ялтан вĕренме çÿренĕ. Тĕл пулăва йышлăн пуçтарăннă вĕсем. Г.Захарова Самар обла-çĕнченех килнĕ. Вăл шкул ачалăхĕ çинчен хăй çырнă сăвăпа пурне те тыткăнларĕ. Йошкар-Олари З.Кочеткова, Шупашкарти А.Селиверстрова, В.Бахмисов адвокат, ял Сове-тĕнче секретарь пулса ĕçленĕ Г.Никифорова, ОБЖ учителĕ, вĕрентÿн хисеплĕ ĕçченĕ Г.Фролов вĕрентекенсене тав турĕç. Çак класа вĕрентнĕ К.И.Бахмисов, Варвара Дмитриевнăпа Никандр Васильевич Бахмисовсем чи хаклă хăнасем пулчĕç. Пĕрремĕш вĕрентекен пулса ĕçленĕ Константин Иванович лайăх вĕреннĕ ачасене ятран асăнчĕ. Кăларăмри М.Вахмистрова, Л.Никитина тата Г.Никифорова “Юлташсем” юрра чуна пырса тивмелле юрларĕç.

1978 çулта шкултан 47 çамрăк вĕренсе тухнă. Çак кăларăмран 2 çемье чăмăртаннă.

Чи йышлă “çар” 1988 çулта пулнă. Тĕл пулура вĕсем чи нумаййисем пулчĕç. Спортпа питĕ туслăскерсем, тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăннă. Н.Мулгачева Пĕтĕм Тĕнчери “Артек” лагерьте каннă. Çак класра икĕ хут каратэпе тĕнче чемпионĕ Н.Алешев вĕреннĕ. Халĕ МАДИре кафедра заведующийĕ пулса ĕçлет. Николай Анатольевич тăван шкула нихăçан та манмасть, яланах парнесем парать. Çак класрах “Шывра путакана çăлнăшăн” медале тивĕç пулнă В.Башмаков та вĕреннĕ. Халĕ Владимир Васильевич Турхан шкулĕнче географи предметне вĕрентет.

Çĕнĕ шкул çуртне тума пысăк тÿпе хывнă, шкул директорĕнче ĕçленĕ ЧР Тава тивĕçлĕ учителĕ Ю.Мартынова шкула мĕнле тунипе кĕскен паллаштарчĕ. 1998 çулхи кăларăмри М.Иванова, А.Михайлова тата Е.Михайлова Мускавранах килсе çитнĕ. Шкулта та пур енчен те пултаруллă М.Никифорова çамрăк пулсан та, Шупашкарти ача больницинче уйрăм пуçлăхĕ пулса ĕçлет.

2002 çулта кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă Н.Едриванова калаçнине те пурте тимлĕ итлесе ларчĕç. Надя АПШри Лос-Анжелос хулинче колледжра вĕренет. Унта вĕренме кĕме акăлчан чĕлхине тата математикăна лайăх пĕлни пулăшнине каларĕ. “Çавра сĕтел” хушшинчи калаçу вăхăтĕнче пухăннисене 11-мĕш класра вĕренекенсем юрăсемпе, “Ассорти” ушкăн ташăсемпе савăнтарчĕç, тĕл пулу калама çук интереслĕ иртрĕ. Мĕн чухлĕ аса илÿ саман-чĕсем, ырă та усăллă канашсемпе сĕнÿсем янăрарĕç çак каç. Пурте пуян содержаниллĕ хаçатсемпе паллашма пултарчĕç.

Юлашкинчен пурте “Как здорово, что все мы здесь, сегодня собрались” юрă юрларĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2008
00:00
Поделиться