Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорта юратакансемшĕн комплекс алăкĕ уçă

Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексне паян çитĕннисем те, кĕçĕнреххисем те йышлăн çÿреççĕ. Асатте-асанне пулнисем те кунта хăйсем валли йăпанăç тупаççĕ: теннисла, волейболла выляççĕ, мускулсене тĕреклетекен залра сывлăхне çирĕплетеççĕ тата ытти те.

Хĕрарăмсем аэробика кружокĕнче тĕрлĕрен хускану туса кĕлеткине çăмăллатаççĕ. Кунтах массаж пÿлĕмĕ ĕçлени те спортсменсемшĕн меллĕ.

– Комплекса паян куллен 200 ытла çын çÿрет. Бассейнсем ĕçлеме пуçласан пирĕн пата спорта юратакансем тата ытларах явăçĕç, – каласа парать комплекс директорĕ А.Краснов.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2008
00:00
Поделиться