Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Литературăллă Чăваш Ен: «Чи лайăх кĕнеке-2006»

2008 çулхи нарăс – пуш уйăхĕсенче пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ “Литературăллă Чăваш Ен: “Чи лайăх кĕнеке-2006” конкурс иртет. Ăна чăваш наци библиотеки йĕркелет. Конкурс тĕллевĕ: вулакансем мĕнле литературăпа ытларах кăсăкланнине пĕлесси; халăха вулавăшсене çÿреме явăçтарасси; писательсен чăвашла, вырăсла пичетленнĕ чи нумай вулакан кĕнеке авторĕсене тупса палăртасси.

Конкурса 2006 çулта пичетленсе тухнă 145 кĕнекене кĕртнĕ. Вĕсенчен – 71-шĕ вырăсла, 65-шĕ – чăвашла, 9-шĕ – тутарла. Çав шутран 13 произведени авторĕ – пирĕн ентешсем.

Районти кашни библиотека хутшăнать унта. Вулавăшсенче кĕнекесен куравĕсене йĕркеленĕ, произведенисем тăрăх викторинăсем, вулав конференцийĕсем, тĕрлĕ конкурс, писательсемпе тĕл пулусем ирттерме палăртнă.

Библиотекăсенче конкурс ыйтăвĕсене тĕплĕн тишкернĕ, вулакансем валли анкетăсем хатĕрленĕ. Ăна пĕтĕмлетме Патăрьелĕнчи вулавăшра 9 çынран тăракан ĕçлĕ ушкăн туса хунă. Вĕсен конкурс итогĕсене наци библиотекинчи жюри комиссине ярса памалла.

Районти тутар халăхне тивĕçтерекен 7 вулавăшра вара çак ĕçлĕ ушкăн “Тутарла пичетленнĕ чи нумай вулакан кĕнеке”, “Тутарла пичетленнĕ чи нумай вулакан ача-пăча кĕнеки” номинаципе конкурс ирттерме сĕннĕ.

Районти кашни библиотекăрах конкурс пирки ыйтса пĕлме пулать. Сирĕн хуравăрсем хăвăра ытларах килĕшекен литературăна нумайрах пичетлеме, библиотекăсене, лавккасене халăх ыйтакан кĕнекесемпе пуянлатма пулăшĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2008
00:00
Поделиться