Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

КУБОК – Алманчăсенче

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортзалĕнче тата “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче йăлана кĕнĕ Надежда Прохорова кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта 10 команда хутшăнчĕ. Финала спортзал хуçисемпе Алманчăри вăтам шкулта вĕренекенсем тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсем хăнасем пулчĕç. Виççĕмĕш вырăнта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул волейболисчĕсем. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç. Вĕсене хавхалантарма Н.Прохорова тус-юлташĕсем, тăванĕсем, райпо, “ТАВ” фирма, “Лидер”, “Пластик чÿречесемпе алăксем” суту-илÿ пĕрлешĕвĕсем пулăшрĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2008
00:00
Поделиться