Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ирçе-çармăс делегацийĕ – Шăхачра

Иртнĕ эрнере Шăхачри культура çуртĕнче Мордва республикин культура центрĕн делегацийĕпе ăш-пиллĕ тĕл пулу пулнă. Ушкăн ертÿçи В.П.Седойкин Шăхачра пурăнакан ирçе çыннисене Пăрачкав районĕнчи çак наци халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Хăнасене вара Патăрьел районĕнчи чăвашсемпе, вырăссемпе, тутарсемпе, украинецсемпе пĕр чĕлхе тупса килĕштерсе пурăнакан ирçе халăхĕн йăли-мешехи пирки илтме кăмăллă пулнă.

Юлашкинчен пурте пĕрле Шăхачри «Умарина» тата хăнасен «Эрзянка» фольклор ансамблĕсен пултарулăхне пăхса савăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2008
00:00
Поделиться