Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Эпĕ, эсĕ, вăл, вĕсем: эпир – сывлăхлă çĕр-шыв!»

“Чувашия” фонд сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, халăхсен сывлăхне, тăван тавралăха сыхлас енĕпе пĕтĕм Раççейри “Нацисен сывлăх лиги” обществăлла организаци грантсене палăртассипе пуçарнă конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Конкурс комиссине РФ Обществăлла политикин членĕсем С.Абрамов, И.Роднина, А.Карпов, Т.Журавлева, “Нацисен сывлăх лиги” президиум членĕ Г. Онищенко тата ытти авторитетлă специалистсем кĕнĕччĕ. Ăна нацисен сывлăх лигин Президенчĕ Л.Бокерия ертсе пычĕ.

«Чувашия» фондпа республикăри сывлăх тата социаллă аталану, вĕрентÿ тата çамрăксен политики министерствисен пĕрлехи проекчĕ сывă пурнăç йĕркине малалла аталантарассине, çамрăксемпе çитĕнекен ăру хушшинче çĕнĕ сывлăх политикине çирĕплетессине тимлĕх уйăрать. Çавăнпа та ăна пурнăçа кĕртес тесен муниципаллă, обществăллă, патшалăх структуринчи организацисен тачă çыхăнса ĕçлемелле. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пырсан çеç тĕрлĕ майпа ерекен чирсем, наркомани сарăлаймĕç.

Çÿлерех асăннă проекта пурнăçа кĕртессипе республикăра 30 ресурс центрĕ туса хунă. Вĕсенчен пĕри – Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта икĕ кунлăх семинар иртрĕ те ĕнтĕ. Унта республикăри сывлăх министрĕн çумĕ Н.Емельянова, проект менеджерĕ В.Бельцова, эксперчĕсем – Н.Смирнова тата З.Радужан, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ В.Сельцов, тĕп больница врачĕ Н.Тинюков, наркологĕ Н.Надина, хамăрăн, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи 8 шкултан 70 çамрăк волонтер хутшăнчĕ. Пĕрремĕш кунĕнче “Кам, енчен те эпĕ пулмасан;” профилактика тренингĕ, “Çитĕнÿ формули” психологи вăййи иртрĕ. Иккĕмĕшĕнче волонтерсен команди шкулта вĕренекенсемпе “ВИЧ пирĕн хушăра!”, “Шкул наркотиксемсĕр” темăсемпе “Тантăш – тантăша” тренинг иртрĕ. Командăсем киле валли ĕç илчĕç: сывă пурнăç йĕркине вĕрентмелле, хăнăхтармалла, аталантармалла. Çавăн чухне тин наци сывлăхлă аталанĕ.

“Чувашия” фонд кашни шкула документсен, дисксен, методика материалĕсен, пособисен пуххине пачĕ. Волонтерсене футболкăллă турĕ. Халĕ проекта шкулсенче пурнăçа кĕртесси çеç юлать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2008
00:00
Поделиться