Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ÿнер ăсталăхĕпе республикăра палăрнă

Çак конкурса Шупашкарти сăра кăларакан «Букет Чувашии» пысăк завод администрацийĕ йĕркеленĕ. Ăна вĕсем тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисене халалланă. Сăрă ăстисен тупăшăвне заводра ĕçлекен çынсен çывăх тăванĕсем хутшăннă. Тăрăнти Настя Воробьева вара Алевтина аппăшĕн ят-сумне, чысне хÿтĕленĕ. Унăн ĕçне комисси питĕ пысăка хурса хакланă, республикăра вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Настя хăйĕн ĕçĕнче вăхăтĕнче пограничник пулнă ашшĕ сăнарне ăнăçлă калăпласа кăларнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 марта 2008
00:00
Поделиться