Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юратакансен кунне халалланă

Çак кунхине Шăхачри культура çуртĕнче Валентинăсем çеç мар, юратакан, пысăк туйăмлă ытти çынсем те йышлăн пуçтарăннă. Савăнăçлă уяв ячĕпе пурне те ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Ляпкин, райадминистрацин экономика пайĕн ертÿçи Г.Иванова, тĕслĕх вулавăш заведующийĕ Р.Горшкова саламланă, пурне та савăк кăмăл, ырă туйăм суннă.

Малалла вара Валентина ятлисем хутшăннипе пултарулăх конкурсне йĕркеленĕ. Ăмăртура çак ялти хуçалăх ертÿçи те, учительницăсем те, ытти сферăра ĕçлекенсем те хастарлăх кăтартнă. Валентина ятлисене явăçтарнă хаваслă тупăшура юлашкинчен çирĕп туслăх, пысăк юрату çĕнтернĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2008
00:00
Поделиться