Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси – чыслă тивĕç

Афганистан, хăвăртан ĕмĕр пирчейми суран

Историн тĕрлĕ тапхăрĕнчи вăрçăсенчен Афганистан пиншер те пиншер çыннăн чĕринче ĕмĕр пирчейми суран хăварчĕ. Совет салтакĕсене çак çĕр çинчен илсе тухнăранпа февралĕн 15-мĕшĕнче вун тăхăр çул çитрĕ пулин те вут-çулăмлă çак вăрçăра ывăлĕсене, савнийĕсене, тăванĕсене çухатнисен шăрçаланса тăракан куççулĕ паян кун та типмест. Çапла, вун тăватă пин ытла яш каччăн çамрăклăхне пĕр сăлтавсăр татрĕ вăл. Вĕсен шутĕнче çиччĕшĕ – пирĕн районтан.

Çулсеренех февралĕн 15-мĕшĕнче салтак-интернационалистсене асăнса пуç тайма Афган вăрçине хутшăнса хăйсен çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланисем пĕрле пуçтарăнаççĕ. Çар комиссариачĕ умне хальхинче те йышлăн пуçтарăнчĕç: салтак-интернационалистсем, вĕсен çем-йисем, вăрçăран ывăлĕсене кĕтсе илеймен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, çитĕнекен çамрăк ăру...

Асăну кунне килнисене пысăк чăтăмлăхпа паттăрлăхшăн тав туса, малашнехи пурнăçра ырă та сывă, телейлĕ пурнăç сунса ра-йон пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, районти çар комиссариатĕнчи В.Краснощеков майор, ра-йонти воин-интернационалистсен организацийĕн председателĕ Ф.Сулейманов, “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн ертÿçи А.Казенов, вĕренекенсем тухса калаçрĕç, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă салтаксемшĕн пуç тайрĕç.

Асăну кунĕнче район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов митинга хутшăннă П.Павлов тата Ю.Петров воин-интернационалистсене “За верность долгу и Отчеству” медаль парса чыс турĕ.

Юлашкинчен митинга хутшăннисем пиртен вăхăтсăр уйрăлнă афганецсене асăнса шăп тăчĕç, палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.

Ывăлĕсемшĕн куççуль

типеймĕ

– “Саша çут тĕнчене килсенех салтака юрăхлă çын пултăр, сывлăхлă ÿстĕр тесе шутларăм. Кашни амăшĕ çапла ĕмĕтленет ĕнтĕ. Савăнтарса ÿсрĕ ывăлăм. Вăрман техникумĕнче вĕренсе специальность илчĕ. Салтака та юрăхлă пулчĕ. Шăпи вара синкерлĕ çаврăнса тухрĕ. Афганистанра салтак тивĕçне пурнăçланă чухне ĕмĕрĕ сасартăк татăлчĕ. Служба пĕтме виçĕ уйăх çеç юлнăччĕ унăн. Юлашкинчен часах киле çитес ĕмĕтпе хавхаланса çырчĕ. Ывăлăма аса илмен кун та иртмест, куçра куççуль типмест...”

– 25 çул çитет ывăлăмăрпа, Мишăпа, ĕмĕрлĕхех сывпуллашни. Хам та ватăлтăм, 75 çула çитрĕм. Атте-аннешĕн, паллах, кунтан пысăк хуйхă çук. Чĕре суранĕ нихăçан та ÿт илеймĕ. Паян хама-хам леш тĕнчере ывăлăмпа тĕл пулăп тесе çеç лăплантарса пурăнатăп... – çапларах аса илчĕç асăну кунне килнĕ салтаксен амăшĕсем. Афган вăрçи вĕсен çемйине калама çук пысăк хуйхă илсе килнĕ.

Хаклă та хисеплĕ аннесем, кинемейсем. Пысăк хуйха пайлама Сире сывлăх, чăтăмлăх, вăй-хал сунатпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2008
00:00
Поделиться