Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сергей ЛАВРОВ: «Чăваш Ен – чăн-чăн Раççей»

Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче Чăваш Республикин территорийĕнче 2008 çулта йĕркелекен тĕнче шайĕнчи мероприятисен презентацийĕ пулнă. Унта ЧР Президенчĕ Николай Федоров, Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата республикăри ĕçлĕ çынсем хутшăннă.

Презентацие хутшăнакансене Раççей ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров саламланă, Чăваш Енре çут çанталăк ресурсĕсем çук пулин те вăл инвестици енчен илĕртÿллĕ пулнине палăртнă. «Чăваш Ен – чăн-чăн Раççей» – тенĕ министр.

Республика Президенчĕ Н. Федоров презентацие хутшăнакансене республикăра мĕнле программăсене пурнăçа кĕртни, инвестици ĕç-хĕлĕ валли еплерех условисем туни çинчен каласа панă.

Презентацие хутшăнакансен умĕнче РФ Патшалăх Думин Тĕнчери ĕçсен комитечĕн Председателĕ К. Косачев та тухса калаçнă. Вăл Чăваш Ен «Потемкин ялĕ» мар, чăнласах ĕçлекен регион пулнине палăртнă.

Федерацин физкультурăпа спорт агентствин ертÿçи В. Фетисов Чăваш Ен спорта аталантарас енĕпе тухăçлă ĕçленине каланă, республикăна ахальтен мар хăвăрт утакансен Европа Кубокĕпе Тĕнче Кубокне ирттерме шанса панине палăртнă.

Тĕл пулăва хутшăнакансене республикăн пур сферăри çитĕнĕвĕпе паллаштарнă – экономикăран пуçласа культура таранах. Презентаци вăхăтĕнче халăх ăсталăхĕн экспоначĕсен куравĕ, Чăваш çĕршывĕн чаплă çыннисен портречĕсен галерейи ĕçленĕ. Министерство залĕсене чăваш тĕррин эрешĕсем илемлетнĕ.

Презентаци вăхăтĕнче «Пурнăç йывăçĕ» («Древо жизни») тата «Чăваш Ене йыхравлани» («Приглашение в Чувашию») видеофильмсем кăтартнă. Вĕсенче республика хăвăрт аталаннине, малашлăха çирĕп утăмпа пынине кăтартса панă. Çавăн пекех республикăн инвестици вăй-халĕ еплерех пулни тата хăвăрт утакансен ХХIII Тĕнче Кубокне мĕнле хатĕрленни, V Европа Кубокне епле ирттерни çинчен фильмсем кăтартнă. Презентаци «Дива» кĕпе-тумтир кăтартăвĕпе тата наци апат-çимĕçĕн куравĕпе вĕçленнĕ.

ЧР ПА пресс-служби.

Самоуправление

Кулленхи ыйтусене çивĕчлетнĕ

Район администрацийĕн структура подразделени-йĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов кулленхи ыйтусене çивĕчлетнĕ, малашнехи тĕллевлĕ плансемпе паллаштарнă. Чăн малтанах ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çыру тавра калаçу пуçарнă. Ăна кашни ĕç коллективĕнче сÿтсе явмалла.

Иртнĕ эрнери паллă кунсенчен пĕри – Асăну кунĕ. Ăна Афганистан çĕрĕ çинчен пирĕн салтаксене илсе тухни 19 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ. Çак ятпах ял тăрăхĕсенче ятарлă спорт ăмăртăвĕсем те пулнă.

РФ Президенчĕн суйлавĕ çывхарса пырать. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем суйлав участокĕсенче пулса хăйсен енĕпе йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕс-ленĕ, хăш-пĕр участокра çитменлĕхсене пĕтерме каласа хăварнă.

Иртнĕ эрнере шкул директорĕсен, садик заведующийĕсен канашлăвĕ, градостроительство комиссийĕн ларăвĕ пулнă, тĕрлĕрен ыйтăва сÿтсе явнă.

Çанталăк çуркунне енне сулăнса пынă май хуçалăхсенче ака-суха ĕçне хатĕрленмелле, вăрлăх пахалăхне, техникăна кирлĕ шая çитермелле. Район пуçлăхĕ Н.Глухов планеркăра çул-йĕр тăвассипе кăçалхи çул та пĕлтĕрхинчен кая мар ĕçлемеллине палăртнă.

Черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2008
00:00
Поделиться