Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Февралĕн 19-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн вун саккăрмĕш ларăвĕ иртнĕ. Депутатсем Пухура агропромышленность комплексне аталантармалли муниципаллă программăна, 2008-2012 çулсенче районта ял хуçалăх продукцине, туса илекен апат-çимĕçе вырнаçтармалли майсене, 2008-2010 çулсенче гражданла оборонăна аталантарассипе, тĕрлĕрен чрезвычайлă лару-тăрăва çăмăллатассипе, 2009-2010 çулсенче демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă районти тĕллевлĕ программăсене пăхса тухнă.

Кунтах муниципаллă харпăрлăхра тăракан çĕр участокĕсене арендăна парас йĕркине, аренда виçине, условипе срокне сÿтсе явнă.

Депутатсем ларура 2008 çул валли депутатсен Пухăвĕн тĕп мероприятисен планне те пăхса тухнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2008
00:00
Поделиться