Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсен малашлăхĕ пысăк пултăр

Юнкун, февралĕн 20-мĕшĕнче, районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ушкăнне Чăваш Республикинчи “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Э.Аблякимов ертсе пычĕ. Ĕçлĕ ушкăнта Патăрьел районне çирĕплетнĕ республика шайĕнчи ытти яваплă ертÿçĕсем те пулчĕç.

Информаци кунĕн тĕп теми – Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çыру, РФ Президенчĕн суйлавне тĕплĕн хатĕрленсе ăнăçлă ирттерсе ярасси.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов чăн малтанах информаци кунĕн тĕллевĕпе паллаштарчĕ, Патăрьелсен малашлăхĕ пысăк пултăр тесен мартăн 2-мĕшĕнче иртекен политика пĕлтерĕшлĕ суйлавра маларахри йăнăша тÿрлетмеллине çивĕчлетрĕ. Кун валли республика шайĕнче те, районта та халăхшăн тăрăшса тунă ĕçсем пайтах иккенне каларĕ. Ĕмĕтсем вара татах та пысăк. Республика Президенчĕ хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче вĕсем пирки пайăрлă, конкретлă, кашни отрасльпе уйрăммăн илсе кăтартать.

Информаци кунĕнче “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Э.Аблякимов, республикăри шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В.Яковлев, ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, ЧР Сывлăх тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова Республика Президенчĕн Çырăвĕнчи стратегилле тĕллевĕсем пирки, республикăра, районта наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе тунă сулмаклă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕç. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел районĕн нихăш енĕпе те пите хĕретме кирлĕ маррине каларĕç. Çуркуннен 2-мĕш кунĕ – мартăн 2-мĕшĕнчи суйлав кăтартăвĕсем те çапла пулччăрах. Эпир мĕншĕн кÿршĕсенчен, ыттисенчен кайра пулмалла-ха;

Информаци кунĕн ик-кĕмĕш пайĕнче информаци ушкăнĕсем Первомайски, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Пикшик, Патăрьел, Турхан, Ыхра Çырми ял тăрăхĕсенче пулса вырăнти халăхпа курса калаçнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравланă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2008
00:00
Поделиться