Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрре çакланăн, иккĕ, виççĕмĕшĕнче ларса йĕрĕн…

Çĕнĕ çултан çула тухакан водительсемшĕн çул-йĕр правилине пăхăнмалли йĕркесем пушшех çирĕппине пĕрре мар асăрхаттарса çыртăмăр. Апла пулин те саккуна сĕмсĕррĕн, куçкĕрет пăсакансем тупăнсах тăраççĕ. Акă, нумай пулмасть Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулта 11 класра вĕренекен пĕр ача çăмăл автомашина рулĕ умне çул çитмесĕр, права илмесĕр ларнă çеç мар, хĕрĕнкĕ те пулнă-мĕн. Çак пăтăрмахран та пĕтĕмлетÿ туман мăнтарăн ачи. Каллех йĕрке хуралçисен тепĕр хут протокол çырма тивнĕ. Çакскер виççĕмĕшĕнче ларса йĕрессе кĕтсе çапла хăтланать-ши?..



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2008
00:00
Поделиться