Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Интернат коллективĕ – сывлăх йĕрĕ çинче

Турханти психоневрологи интерначĕ районта чи пысăк ĕç коллективĕсенчен пĕри. Кунта паян тĕрлĕрен шăпапа пĕр пысăк çемьене чăмăртаннă 245 çын пурăнать. Вĕсенчен пĕрисем ачаранах сывлăх тата ăс-тăн тĕлĕшĕнчен айăпланнă, теприсене шăпа каярахпа урăхлатнă... Унсăр пуçне пĕчĕк мар хуçалăхра 130 çын тĕрлĕ службăра ĕçлет.

Иртнĕ шăматкун кунта оборонăллă - массăллă уйăхлăха хутшăнса сывлăх кунне йĕркелерĕç, ватти те, çамрăкки те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене чăн малтанах интернат директорĕ А.Бабаев саламларĕ:

– Сывлăх – кирек мĕнле çыншăн та чи хаклă пуянлăх. Спорта юратакан, физкультурăпа туслă çын ĕç коллективĕнче те пысăк çитĕнÿ тăвать. Пирĕн коллективра çакăн пек тĕллевлисем нумай пулччăр, сывлăх кунĕ йăлана кĕрекен коллектив уявĕ шутлантăр, – терĕ Анатолий Алексе-евич пурне те уяв ячĕпе саламланă май.

Коллективри çичĕ ушкăн йĕлтĕрçисем старта тăчĕç. Вĕсем хушшинче администраци таврашĕнчи спортсменсем те, медсестрасем те, поварсем тата ыттисем те пур. Йĕлтĕр йĕрĕ çинчи чи аслă çын – 60 çулта. В.Захаров çулне кура мар инçĕшне çăмăллăн шуса тухрĕ.

Сывлăх кунĕнче пуçласа куçса çÿрекен кубока медсестрасем çĕнсе илчĕç. Ыттисем те пайсăр юлмарĕç, кашни ушкăнах Хисеп грамоти тата парне парса хавхалантарчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2008
00:00
Поделиться