Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăмсем канашларĕç

Юлашки çулсенче Юхма Енĕмĕр аталану çулĕпе малалла талпăннинче, социаллă пурнăçпа экономика тĕрекленнинче, ялсен инфратытăмĕ çĕнелсе улшăннинче, паллах, районти хĕрарăмсен канашĕн тÿпи пурах. Вăл йĕркеллĕ ертсе пынипе, хавхалантарнипе пирĕн хĕрарăмсем производствăра, общество пурнăçĕнче хастар пулнипе палăрса тăраççĕ.

Çав вăхăтрах çемье лавне туртса пыраççĕ, тивĕçлĕ ывăл-хĕр çитĕнтереççĕ. Общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех сăваплă. Хĕрарăмсен статусне ÿстерессишĕн куллен тăрăшать вăл. Канаш ертÿçи О.Гусарова, правлени членĕсем ертсе, пуçарса пынипе вырăна тухса семинар-канашлусем ирттереççĕ, халăхпа тĕл пулса нумай ыйтăва татса параççĕ.

Нарăсăн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн залне Юхма Енĕн чи пултаруллă та хастар хĕрарăмĕсем пуçтарăнчĕç. Унта хĕрарăмсен районти совечĕн канашлăвĕ иртрĕ.

Асăннă мероприяти ĕçне район пуçлăхĕ Н.Глухов хутшăнчĕ, районăн 2007 çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ, 2008 çулхи актуаллă задачисем çинче чарăнса тăчĕ. Умри пысăк пулăм – Президент суйлавĕ пирки те сăмах хускатрĕ.

Иртнĕ çул çĕр-шывĕпех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пиллĕкмĕш суйлавĕн депутачĕсемшĕн сасăларăмăр. “Единая Россия” парти республикăра 64, 1, районта 66 процент сасă пухрĕ, тивĕçлипе çĕнтерчĕ. Çак çитĕнÿре пирĕн хĕрарăмсен тÿпи те пур. Çапах та çитес суйлав кампанине пирĕн хĕрарăмсем татах та хастартарах хутшăнасса шанас килет, – терĕ Николай Иванович.

Çавăн пекех вăл Раççей Президенчĕн постне суйлама кандидата тăратнă Дмитрий Медведев Чăваш Енре темиçе хут пулнине, пирĕн республикăпа интересленсех тăнине палăртрĕ. Наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе район республикăра малтисен йышĕнче пулнине та асăнчĕ, цифрăсемпех çирĕплетрĕ.

Хĕрарăмсен татса памалли ыйту нумай. Чи пăшăрхантараканни – çамрăк мăшăр пĕр чĕлхе тупаймасăр уйрăлса кайни. Мĕнрен килет-ха çакă? Районти вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ Н.Анисимов хурав тупма пулăшрĕ. Вăл “Уйрăлăвăн психологилле аспекчĕ тата унăн проблематики” темăпа доклад туса пачĕ.

Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ О.Гусарова РФ Президенчĕн В.Путинăн “Раççей Федерацийĕнче “Çемье çулталăкĕ” ирттересси” тата ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн “Ырă ĕçсен çулталăкĕ” ирттересси çинчен йышăннă Указĕсене пурнăçлассипе районти хĕрарăмсен совечĕсем умĕнче тăракан задачăсемпе паллаштарчĕ, вăлах районăн демографилле лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Чуна уçса калаçмалли нумай. Иртнĕ çулта районта 495 ача çуралнă, 2006 çулхинчен 137 ача нумайрах. Шăнкăртамра çеç – 90. Вилекенсен шучĕ палăрмаллах сахалланнă. Кăçал шанăç тата пысăкрах.

Икĕ е ытларах ача çуратнă (е усрава илнĕ) амăшĕсене иртнĕ çул 250 пин тенкĕлĕх сертификат панă пулсан кăçалтан çак хисеп 267 пин те 500 тенкĕпе танлашĕ. Районти ача сачĕсене пепкесем йышлăн çÿреççĕ. Патăрьелпе Шăнкăртамра вырăн та çитмест. Çавна май Шăнкăртамра 150 вырăнлăх ача сачĕ тума пуçланă. Хăш-пĕр ялта пĕлÿ çурчĕ çумĕнче шкул çулне çитмен ушкăнсем пур.

Районта Çемье çулталăкне ăнăçлă ирт-терес тĕллевпе мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн çемье çулталăкне халалласа актуаллă темăсемпе фотохроника, шкулта уçă уроксем, библиотекăсенче кĕнеке выставкисем, тĕрлĕрен акци, спорт мероприятийĕсем, фестивальсем, сочиненисен конкурсĕсем, алă ĕç выставкисем, юбилейлă туйсем, ача-пăча акатуй-сабантуйĕ тата ытти чылай мероприяти йĕркелесе ирттермелле.

Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май хĕрарăмсен канашĕн тĕрлĕрен усăллă, интереслĕ тĕл пулу, “çавра сĕтелсем” йĕркелемелле. Нумай ачаллă йывăр çемьесене, инвалидсене, шкул-интерната, ваттисен çурчĕсене, пĕччен ватăсене пулăшу кÿме майсем шырамалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2008
00:00
Поделиться