Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк суйлавçă кунне ăнăçлă ирттернĕ

Нумай пулмасть çеç районта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ умĕн ял тăрăхĕсенче Ватă суйлавçăн кунне йĕркеленĕччĕ. Тĕл пулусене кинемейсемпе мучисем, пурнăç аксакалĕсем йышлăн хутшăннă, суйлав пĕлтерĕшне пысăк хак панă. Çак кунсенче вырăнсенче тĕл пулăва вара чи-чи çамрăк суйлавçăсене чĕннĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри политика пĕл-терĕшлĕ яваплă утăма пĕрремĕш хут тăвать. Районĕпе илес пулсан çакна калама кăмăллă: çĕр-шыв малашлăхĕ, пуласлăхĕ çамрăксемшĕн те ют мар. Люля участокĕнче, сăмахран, çамрăк суйлавçăсем, 18-30 çулхисем саккăрăн. Вĕсем пурте суйлав активлă иртессе шанаççĕ, 50 суйлавçăран 16-шĕ вара ватă çул енне сулăннисем. Пурнăç тути-масине туйнисем те паянхи Президентăн тĕллевĕсене ырлаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2008
00:00
Поделиться