Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхма Ен таврашĕ тăрăх ян кайтăр «Шăхаль сасси»

Ал айĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти “Малтанхи утăмсем” кружок членĕсем кăларакан “Шăхаль сасси” хаçат. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче икĕ номер кун çути кăтартнă курăнать ăна. Шурă хут çине ăсталанăскер тытса пăхма кăмăллă. Унта вĕренекенсен çырма хăнăхакан сăввисене, калавĕсене пичетленĕ. Ĕçе тирпейлесе тăраканĕ вара Н.Павлова учительница. Поэзи, журналистика тĕнчине çул хывакансене самай усă кÿрекен хаçат вăл. Паллă çыравçăсен эстафета патаккине илсе юлакансем пур шкулта. Пĕчĕк Сарписем çитĕнни савăнтарать. Çакна хаçат страницинче пичетленнĕ хăш-пĕр ачасен сăввисене вуласах хак пама пулать. Ытларахăшĕн çут çанталăкпа çыхăннăскерсем вĕсем. Акă, А.Бородкин “Тухрăм ярăнма” сăввинче йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнине пĕлтерет. Н.Калькина хĕл сăнарне кăтартать. К.Авинова çанталăк урама илĕртнине систерет. М.Давыдова хĕллехи çил-тăмана сăнарлать. Т.Шлаева тăвайкки ачасен сассипе тулнине пĕлтерет.

Тепĕр тема та пур хаçатра. Аннене халалланă сăвăсем çăмăл çырăнаççĕ, яка вуланаççĕ ачасен. З.Шалтыновăн “Аннене” сăввинче хăй илнĕ пиллĕксем саншăн пулччăр парнесем тет. Н.Калькина амăшĕн çепĕçлĕхне, чĕкеç евĕр сассине сăнарласа парать. Н.Федорова унăн тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне палăртать тата ытти те.

“Хĕл мучи парни” калавĕ ăнăçлă тухнă Н.Кошкинăн. Унти пĕчĕк Таньăн ĕмĕчĕ пурнăçланни вулакана та савăнтарать. Тепĕр номерти “Илемпи савăнăçĕнче” те Настя амăшне тăван хĕрĕ патне каялла тавăрать.

Ачасен хайлавĕсенче ырăпа усала уйăрма вĕренни, илемлĕхе туйни, ăсталăха туптани, тавралăха сăнарлани уççăн палăрать. Ĕçе компьютерпа калăпласа кирлĕ сăн ÿкерчĕксем, пейзажсем лартса халăх умне кăларни те паха. Пуçламăш утăмĕсем аван кружок членĕсен. Пĕрремĕш çул мар вĕсем çак ĕçре. Ÿркенмен ăста пулать теççĕ. Шкул саккинчен пурнăç çулне суйласа илме пулăшма та пултарать ачасене хаçат

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2008
00:00
Поделиться