Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Участоксенче – яваплă тапхăр

Районти суйлав участокĕсенче февралĕн 11-мĕшĕнчен яваплă тапхăр пуçланчĕ. Çак кунтан участоксенче çирĕплетÿ удостоверенийĕсем параççĕ, суйлавçăсен списокне тĕрĕслеççĕ.

Февралĕн 10-16-мĕшĕсенче районта “ватă суйлавçăсен эрни” пырать. Çавна май участоксенчи суйлав комиссийĕсен членĕсем ваттисен çурчĕсенче, Турханти психоневрологи интернатĕнче пулса ватăсемпе, инвалидсемпе суйлав ыйтăвĕпе калаçусем йĕркеленĕ, сасăлав йĕркипе паллаштарнă.

Районти тĕслĕх вулавăшра район центрĕнчи ветерансемпе ирттернĕ тĕл пулура та пысăк пĕлтерĕшлĕ суйлава кашнийĕн хутшăнмалли пирки калаçнă. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селивановпа Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Сельцов кашниех хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçламаллине çивĕчлетнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2008
00:00
Поделиться