Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллев пурин те пĕр пултăр

Февралĕн 13-мĕшĕнче райадминистраци залĕнче районти организаци, предприяти ертÿçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе канашлу пулнă. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă.

Канашлăвăн тĕп тĕллевĕ – мартăн 2-мĕшĕнчи Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне ăнăçлă, тĕплĕ хатĕрленсе ирттерсе ярасси, кашни организаци-предприятие суйлав кампанине явăçтарасси.

Канашлура çавăн пекех Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çар комиссариачĕн представителĕсем февралĕн 26-28-мĕшĕнче районти предприяти-организацисенче мобилизаци хатĕрлĕхне тĕрĕслемелли тĕллевсемпе те паллаштарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2008
00:00
Поделиться