Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суйлавçăсен шухăшĕ çирĕпленет

Халăх шухăш-кăмăлне тĕпчекен Мускаври центр (ВЦИОМ) Раççей Президенчĕн кандидачĕсен рейтингне кашни эрнерех тишкерет. Эрне пуçламăшĕнчи пĕтĕмлетĕвĕнче “Çĕр-шывра пурăнакансем Дмитрий Медведева политик пек те, çын пек те лайăхрах пĕлме пуçларĕç, çынсен ăс-хакăлĕнче унăн сăнĕ йĕркеленчĕ. Паллах, çак сăн хальлĕхе питĕ çамрăк, анчах вăл çĕнĕ сăн”, – тенĕ.

Д.Медведев электорачĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унăн пĕрре-виç-çĕмĕш пайĕ 2004 çулхи суйлавра В.Путиншăн сасăланă çынсем. Çакна тĕпе хурса социологсем Д.Медведев пуш уйăхĕн иккĕмĕшĕнче пысăк кăтартупа çĕнтерме пултарасса палăртаççĕ. Раççейри 46 облаçпе крайри тата республикăри 153 ялпа хулара пурăнакан 1600 çын “Енчен те Президент суйлавĕ çитес вырсарни кун иртес пулсан Эсир камшăн сасăланă пулăттăр;” ыйтăва мĕнле хуравланине тĕпе хурсан малти йĕркене шăпах Д.Медведев хушамачĕ çырăнать. Вăл ыйтăмра 75 процент пухнă. В.Жириновскин – 11 процент, Г.Зюгановăн – 11, А.Богдановăн пĕр процентран та сахалрах. «Хыпар».



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2008
00:00
Поделиться