Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!

Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă ÇЫРУ

Хисеплĕ депутатсем, хăнасем, хаклă ентешĕмĕрсем!

Эпир сирĕнпе, çав шутра пĕтĕм халăхпа сÿтсе явса та, пĕлтĕр уйрăмах кирлĕ тĕллевсене палăртрăмăр, вĕсем республикăн Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи стратегине кĕчĕç. Шăпах çавăн пек майсем пĕтĕм çĕр-шывшăн та актуаллă пулни çинчен иртнĕ эрнере Патшалăх Канашĕн Кремльти ларăвĕнче Раççей Президенчĕ те каларĕ.

Çавна май, эпир, çак аудиторие пухăннă патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăхăн органĕсемпе учрежденийĕсен, бизнес, общество организацийĕсен представителĕсем, хамăр умра тăракан задачăсене татса парассине мĕнле пурнăçлатпăр-ха? Хуравне кашнин ĕç кăтартăвĕнче тата тулашри объективлă хаклавра шырамалла. Мĕнлерех вĕсем?

Пĕлтĕр, 2006 çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи кăтартусем енĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăна тухнăшăн Чăваш Ен (Раççей Федерацийĕн Правительствин, Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин виçĕ енлĕ комиссийĕн йышăнăвĕпе) 58 миллион тенкĕ ытла премие тивĕçрĕ. Çулталăк вĕçĕнче вара бюджета пысăк пахалăхпа тытса пынăшăн Раççей Правительстви пире черетлĕ хут 70 миллион тенкĕлĕх преми уйăрса пачĕ. Раççей Федерацийĕн виçĕ субъектне кăна федераци бюджечĕн укçи-тенкине шута илекен казначейство счечĕсемпе ĕçлеме ирĕк панă. Çав виçĕ субъект шутĕнче – Чăваш Ен! Тĕнчери рейтинг агентствисен хаклавĕсем тăрăх, Чăваш Республикин кредита тавăрма пултараслăхĕ донор-регионсен шайĕнче тăрать.

Пирĕн ĕçпе вырăнта паллашма республикăна виççĕмĕш хут килсен Владимир Путин ăнсăртран мар çĕршывра икĕ регион - Чăваш Ен тата Белгород облаçĕ - (наци проекчĕсемпе ĕçлес енĕпе лидерсем пулса тăраççĕ), - тесе пĕлтерчĕ. Наци проекчĕсем вара – вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, пурăнмалли çурт-йĕр тата апат-çимĕç - çын пурнăçĕн пахалăхне палăртакан тĕп пуянлăхсем. Çав хушăрах Раççей Президенчĕ çакăн çине тимлĕх уйăрчĕ: (“Шăпах çакăнта наци проекчĕсене хăйсен регион шайĕнчи аталану программисемпе пĕтĕçтерсе отрасльсенчи тытăмлă çĕн йĕркелÿсене ĕçе кĕртме тытăннă»). Тата малалла палăртрĕ: “Пирĕн сирĕнпе пĕрле шухăшласа пăхмалла: ку енĕпе ĕçĕмĕр регион-лидерсенче кăна мар, пĕтĕм çĕр-шывĕпех тухăçлă пултăр тесен тата мĕн тумалла.?” Çавнашкал хаклавсен пĕлтерĕшĕ пысăк тата вĕсем пирĕн çине тивĕçсем хураççĕ.

Пирĕн сирĕнпе, хисеплĕ ĕçтешсем, паян республикăна мала иртмелли аталанăвăн территорийĕ тума мĕн кирли (тата чăннипех хаксăр, йывăр çулсенче ĕçлесе пухнă опыт та, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн, Раççейĕн Патшалăх Думин суйлавĕсенче пĕр хутчен çеç мар çи-рĕпленнĕ халăх шанăçĕ те, влаç миссине лайăх ăнланни те) пурте пур. (Кая юлсан, каю шăтать!) – теççĕ чăвашсем. Çавăнпа та пултарулăхпа инновацисем, культурăпа ăс-хакăл пур çĕрте те пурнăç никĕсĕ тата стилĕ пулса тăма тивĕç.

Чи кирли кунта – этем вăй-хăватне аталантарасси.

Çитес виçĕ çулхи тапхăртах эпир сирĕнпе чи пысăк, Чăваш Еншĕн ним ÿстермесĕр истори пĕлтерĕшлĕ проектсене вĕçлетпĕр, çавна пула республика ытти регионсенчен хăтлăхпа, тирпей-илемпе, экологи ăнăçлăхĕпе лайăх енчен уйăрăлса тăма тытăнать. Чăваш Енре пурăнакансем лайăх пĕлÿ тата кирлĕ пек воспитани илсе, ăс-хакăлпа ÿт-пÿ енчен ăнăçлă аталанса хăйсен кирлĕлĕхне туйма тата малашлăха курма пуçлаççĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн раштав уйă-хĕн 19-мĕшĕнчи ларăвĕнче Раççей Федерацийĕн экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ Эльвира Набиуллина пĕтĕм çĕр-шывĕпе çулталăкне пур йышши çулсене вăтамран 1800 километр чухлĕ тăваççĕ тесе пĕлтерчĕ, çав вăхăтра вара Чăваш Енре иртнĕ çулта 400 километр ытла çул тунă, вĕсем халăх пурăнакан 243 вырăна çыхăнтарнă. Республика кăçал халăх пурăнакан кашни вырăнах çитекен, пĕтĕмĕшле тăршшĕ 1 пин километрпа танлашакан автомобиль çулĕсен строительствине, ун валли 9 миллиард тенке яхăн уйăрса, вĕçлет. Çак программăна пула Чăваш Енре кăçалтан пуçласах ял çĕрĕнче тахçантанпах кĕтнĕ кăна мар (халăх пурăнакан вырăнсене газпа тивĕçтернине шута илсе), Раççей пурнăçĕнче сайра тĕл пулакан ĕçлемелли тата пурăнмалли майсем йĕркеленеççĕ. Раççей Правительствинче пĕр хутчен кăна мар çакна палăртнă: “Чăваш Ене ертсе пыракансен республикăри халăх пурăнакан мĕн пур вырăна асфальт çулсемпе çыхăнтарма палăртакан планĕ Раççейшĕн халиччен пулман пуçару”.

Пирĕн ĕçе Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Иванов хутшăнма кăмăл турĕ, Шупашкарта эпир унпа пилĕк çул хушшинче 10 миллиард тенкĕ ытла тăракан пысăк проекта вĕçлеме калаçса татăлтăмăр, асăннă проекта Сăр юхан шывĕ урлă хывмалли кĕперпе ун патне пыракан автомобиль çулĕсене тăвасси тата “Атăл” - М7 федераци çулне модернизацилесси кĕрет. Тавра çулсем туса эпир Шупашкар, Çĕрпÿ хулисенче, çавăн пекех Кÿкеç тата Лапсар поселокĕсенче пурăнакансене транзит транспорчĕн ыйтăвĕсенчен хăтаратпăр, çакă сывлăша варалассине тата çул-йĕр çинче пулакан инкексен шутне чакарать. Хальлĕхе пурне те уçса памасăр, эпир Раççей Правительствипе хальхи транспорт инфратытăмĕпе логистикăна аталантарассипе те, тавралăх ăнăçлăхне тивĕçтерессипе те комплекслă йышăнусем çирĕплетес енĕпе тачă хутшăнса ĕçлесси пирки калама пултаратăп. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 34 миллиард тенкĕ. Асăннă йышăнусене кăçал çирĕплетмелле тăвас тесе, ку тĕлĕшпе куллен ĕçлетпĕр.

Халăх сывлăхне сыхласа хăварас тесе эпир ĕçмелли шыва тĕп тĕллевсен шутне кĕртрĕмĕр тата ку енĕпе калама çук пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. 2008-2010 çулсенче тăвакан шыв управĕсемпе шыв пăрăхĕсене пула тулли районсем (Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар, Пăрачкав, Комсомольски тата ытти те) пахалăхлă ĕçмелли шывпа усă курма тытăнаççĕ. Çак проектăн хакĕ 4, 5 миллиард тенкĕ ытла тăрать. Чăваш Енре хăйĕн халăхне шывпа тивĕçтерме çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрни нихăçан та пулман.

Унпа пĕрлех халăх пурăнакан вырăнсенче шывпа централизацилесе тивĕçтермелли тытăмсен пĕтĕмĕшле хакĕ 2 миллиард та 590 миллион тенкĕ тăракан строительствине пуçланă. Проект шывпа централизацилесе тивĕçтермелли тытăмлă халăх пурăнакан вырăнсен шутне 93, 2 процент шайне çитерме май парать, унашкалли вара хальлĕхе Раççей Федерацийĕн нихăш субъектĕнче те, Мускавпа Санкт-Петербург хулисемсĕр пуçне, çук.

Халех татса памалли экологи задачисен шутне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен тата Шупашкар районĕн хальхи çÿп-çап вырăнне консервацилесе йăлари хытă каяшсене ĕçе ярас тата ĕçлесе тирпейлес, çавăн пекех Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем валли биологи мелĕпе тасатакан сооруженисене реконструкцилес ыйтусене татса парассине кĕртетĕп. Çак икĕ проект хакĕ нумай миллиард тенкĕ тăрать, çапах та вĕсене çывăх çулсенчех пурнçăламалла.

Республика нумай çул ĕнтĕ пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе çĕршывра лидерсен шутĕнче. 2007 çулта Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе 1 миллион тăваткал метр чикĕ урлă каçрĕ, пĕр çын пуçне хута каякан лаптăк вара 0, 78 тăваткал метрпа танлашрĕ. Халĕ пирĕн тĕллев – пĕр çын пуçне хута каякан лаптăка 1 тăваткал метра çитересси, ку кăтарту шайне 2010 çул тĕлне çитме палăртнă.

Çак кунсенче вырăнти администрацисен списокĕсенче черетре тăракан сахал тупăшлă çынсене уйăрса пама 2008-2009 çулсенче патшалăхăн 200 пин тăваткал метра яхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелесси çинчен калакан Указа алă пусатăп. Проектăн çитес икĕ çулти хакĕ - 5 миллиард тенкĕ.

2008-2010 çулсенче 30 пине яхăн çемье хăйĕн пурăнмалли условисене лайăхлатать. 2015 çул тĕлне юхăнса кайнă тата авари çурт-йĕр фондне пĕтĕмпех пĕтерме палăртнă.

Çулран-çул ÿссе пыракан промышленноç тата граждан строительствин калăпăшĕ кирпĕч, ытти стена материалĕсем, тимĕр-бетон изделисен уйрăм тĕсĕсем çитменнин ыйтăвне çивĕчлетрĕ, вĕсене Чăваш Ен тулашĕнчен турттарса килме тивет. Çĕнĕ Шупашкарти индустри çурт-йĕр тăвакан завода реконструкцилессине хăвăртлатмалла, кăçал çеç мар, строительсемшĕн ăнăçлă тапхăр пуçланичченех финсен хальхи вăхăтри технологийĕпе çулталăкне 300 пин тăваткал метр чухлĕ хăвăрт хăпартмалли çурт-йĕр тăвакан производство тата строительство хăвачĕсене хута ямалла. Пĕр çакă кăна Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта хута каякан пурăнмалли çурт-йĕр калăпăшне çулталăкне 25-30 процент чухлĕ ÿстерме, çав вăхăтрах, ку чи кирли, пурăнмалли çурт-йĕр рынокĕнче хаксене чакарма пулăшать. Минстройăн çавăн пекех 2009 çулта 300 миллион штук кирпĕчрен, 500 пин кубла метр тимĕр-бетон изделийĕсенчен кая мар туса кăларакан производствăна çитмелли мерăсене палăртмалла тата, юлашкинчен, ячейкăллă бетонран стена материалĕсем туса кăларакан производствăна хута яма инвесторсене явăçтарассине йĕркелемелле.

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Дмитрий Медведев наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен Канаш Президиумĕн ларăвĕнче çакна палăртрĕ: “Чăваш Енре те, Мускав çывăхĕнче те, Екатеринбургра та çĕнĕ районсем, чăннипе хальхисен çумне хутшăнакан çĕнĕ хуласем тăваççĕ. Йĕркеллĕ пурнăç условийĕсем тăвас тесен малашлăхлă çав пĕтĕм территорине хальхи инженери, çул-йĕрпе транспорт тата социаллă пурнăç инфратытăмĕсемпе тивĕçтермелле». Унтан хушса хучĕ: «Чăваш Ен пек лайăх ĕçлекен регионсене малалла та пулăшатпăр».

Паян 2015 çулччен Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара чăнласах пĕрлештерекен “Çĕнĕ хула” васкавлă майпа çĕкленет. Унта 40 пине яхăн çын пурăнма пуçлать. Пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ 1 миллион та 370 пин тăваткал метрпа танлашать. Бизнес-инфраструктурине те шута илсен проект хакĕ - 53, 7 миллиард тенкĕ, çав шутра инженери инфратытăмĕн хакĕ - 6, 2 миллиард тенкĕ.

Б. Хмельницкий урамĕнче пурăнмалли çĕнĕ район тума пуçланă, вăл 2020 çулччен Шупашкар сăн-сăпатне тĕпрен улăштарать. Çакă - республикăри пурăнмалли çурт-йĕрĕн чи пысăк проекчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ 2 миллион та 400 пин тăваткал метрпа танлашать, унта 70 пин çын пурăнма пуçлать. Проект хакĕ - 96, 8 миллиард тенкĕ, çав шутра: инженери инфратытăмĕн хакĕ - 11, 2 миллиард тенкĕ.

Анчах манăн ыйту пур: мĕншĕн пирĕн ахах пĕрчине - Атăл леш енне - ĕçе пĕлмесĕр тата тĕплĕ шутламасăр çурт-йĕр лартса юрăхсăра кăлараççĕ. Çак йĕркесĕрлĕхе чи кĕске вăхăт хушшинче пĕтерме тата Атăл леш енне комплекслă çурт-йĕр лартмалли плана тата концепцие, тĕнчери чи лайăх тĕслĕхсене шута илсе, нормативлă майпа çирĕплетме ыйтатăп. Шупашкарти кивĕ урамсем, тĕслĕхрен, К. Иванов урамĕ тĕлĕшпе (унта паян кам мĕнле пултарать, çапла çурт лартать), тата Улатăрта та, Сĕнтĕрвăрринче, Куславккара, Етĕрнере, Çĕрпÿре тата республикăри ытти хулара та çав вырăнсен илемлĕхне, сайра тĕслĕхне, тата истори ас тăвăмне, эппин, Чăваш Ен пуласлăхне сыхласа хăварас тесен, çаплах тумалла.

Хула округĕсен урамсемпе çул-йĕр сетьне хăвăрт аталантарас енĕпе пурнăçламалли проектсем валли, унта Çĕнĕ Шупашкар хулин промзонинчен тавра çул тăвассине кĕртсе, пирĕн 6 миллиардран кая мар укçа-тенкĕ уйăрмалла. Кăçал халăх пурăнакан мĕн пур вырăна çитиччен хытă сийлĕ çулсем тумалли программăна вĕçленĕ май, Министрсен Кабинечĕ умне тĕллев лартатăп: муниципалитетсемпе пĕрле халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăна, çак ĕçе те 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртса, туса хатĕрлемелле.

Асăннă проектсем хăйсен хакĕпе республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкакĕсен пĕрре виççĕмĕш пайĕпе тата хамăрăн тупăшсен çуррипе танлашаççĕ. Пĕрлештернĕ бюджет калăпăшĕ 27 миллиард тенкĕпе танлашнă шайра вĕсене пурнăçлама кашни çулах 9 миллиард тенке яхăн кирлĕ пулать. Питĕ амбициллĕ проектсем, анчах эпир сирĕнпе тахçантанпах пĕрле ĕçлетпĕр те пĕлетпĕр: сывă амбицисемсĕр аслă çитĕнÿсем пулмаççĕ, тата çак чăнлăха пĕр хутчен кăна мар çирĕплетрĕмĕр.

Çав вăхăтрах республика Правительстви, тĕп финанс агенчĕ тата инфратытăмлă пулăшу ĕçĕсемпе ытларах тивĕçтерекен пулнă май, Патшалăх Канашĕ пулăшнипе çывăх вăхăтрах çав процессене нормативлă никĕс çинче укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине тытса пымалли системăна туса хума тивĕçлĕ.

Хисеплĕ депутатсем! Республика ĕçченĕсен пурлăхне ÿстерес енĕпе тĕллевлĕ политикăна пурнăçа кĕртнĕ шайра, чăн малтанах ĕç укçи енĕпе, йышăнакан мерăсене пула унăн шайне йĕркеллĕ тата пĕр вĕçĕмсĕр ÿстерсе пыма май килет. Чăваш Ен, палăртса хунă пекех, ку кăтарту енĕпе Атăлçи федераци округĕнчи хăйĕн истори-йĕнче вĕсенчен яланах юлса пынă чылай регионран (Мари Эл тата Удмурт Республикисем, Пенза тата Ульяновск облаçĕсем, сăмах май унта нефть кçлараççĕ, анчах унта пĕлтĕрхи вăтам ĕç укçи - 8455, 9 тенкĕ, Чăваш Енре вара – 8726, 7 тенкĕ, раштав уйăхĕнче – 11 пин те 849 тенкĕ) мала иртрĕ. Пĕлтĕр пирĕн çырса хунă ĕç укçи 33, 7 процент ÿснĕ (Атăлçи федераци округĕнчи чи пысăк кăтарту), Раççейĕпе - 26, 7 процент, республикăра чăн ĕç укçи вара 22 процент чухлĕ ÿснĕ, Раççейĕпе – 16, 2 процент.

Çапах та вăтам ĕç укçи пирки калаçнă май питĕ сахал илекен çынсем çинчен те манмалла мар. Иртнĕ çул Министрсен Кабинечĕ, профсоюзсем тата ĕç паракансен хушшинчи виçĕ енлĕ килĕшĕвĕн шайĕнче чи пĕчĕк ĕç укçине 3295 тенкĕрен кая мар килĕшсе палăртнă (сăмах май, Тутарстанра – 3 пин тенкĕ). Анчах çак сĕнÿсене пурте шута илмеççĕ. Апла пулсан, ыйту кун йĕркинчен тухса ÿкмен тата килĕшĕве хутшăнакансен сахал тупăшлă çынсен интересĕсене шута хуман ĕç паракансем çине комплекслă майпа витĕм кÿмелли хушма мерăсем йышăнмалла. Çавăн пекех вăрттăн тÿлекен ĕç укçипе, унăн саккунсăр калăпăшĕ çулталăкне вун-вун миллиард тенкĕпе танлашать, çыхăннă йĕркесĕрлĕх те федераци налук орга-нĕсемшĕн, право йĕркине сыхлакан ытти органшăн, Министрсен Кабинечĕшĕн кун йĕркинчен тухса ÿкме кирлĕ мар. Ку ырă мар йăла уйрăмах пĕчĕк бизнесра, суту-илÿре тата пулăшу ĕçĕсен сферинче анлă сарăлнă.

Эпир палăртнă тăрăх, кăçал официаллă, урăхла каласан, республикăри саккунлă вăтам ĕç укçи 11 пин тенке яхăн шая çитмелле, 2010 çул тĕлне вара вăл 2007 çулхипе танлаштарсан икĕ хут ÿссе 18 пин тенке яхăн пулмалла (танлаштарса пăхма: нефть пур Тутарстанра та çавăн пек тĕллев лартаççĕ).

Ĕç укçи шайĕ ÿсни саккунлă майпа вак суту-илÿ çаврăнăшĕ ÿсесси патне илсе пырать (2007 çулта вăл 16 процент чухлĕ ÿснĕ) тата потребитель рынокĕпе пулăшу ĕçĕсен сферин инфратытăмне тивĕçлĕ аталантарма хистет, ун валли 3 çул хушшинче 8 миллиард тенкĕ ытла укçа-тенкĕ явăçтарма палăртнă. Çакă Чăваш Ене 2010 çул тĕлне асăннă сферăри тĕп кăтартусене тĕнчери стандартсем патне çитерме май парать.

2007 çулта вĕрентĕвĕн - обществăпа экономикăн пĕтĕм проблемине татса памалли никĕссен никĕсĕн, Чăваш Енĕн ăнăçлă та çирĕп аталанмалли стратеги ресурсĕн – пĕрлештернĕ бюджечĕ 51 процент чухлĕ ÿссе 6, 3 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă (2006 çулта – 4, 17 миллиард тенкĕ).

2007 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ятарлă Указпа ĕçшĕн уйăрса тÿлемелли çĕнĕ тытăм ĕçе кĕчĕ. Çавна пула Чăваш Енре учителĕн ĕç укçи 2006 çулхипе танлаштарсан вăтамран 5 пин те 365 тенкĕрен 8 пине çити, урăхла каласан, 49 процент чухлĕ ÿсрĕ. 2008-2009 çулсен тапхăрĕнче вăл 2 хут ÿсет.

2007 çулта шкулсен пурлăхпа вĕрентÿ никĕсне çĕнетме Патшалăх Канашĕ йышăннă бюджет çумне пĕр миллиарда яхăн хушма укçа-тенкĕ янă. Çакă хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен условисенче вĕренекен ачасен шутне тата 10 процент чухлĕ ÿстерме май пачĕ. “Çĕнĕ шкул” программăпа 1996 çултах старт илнĕ отрасльти тытăмлă çĕн йĕркелÿсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Шупашкар районĕнчи Тренкассинчи вăтам шкулта пулса курнă вăхăтра пысăк хак пачĕ. “Ялсенчи шкулсен ĕçне тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ май, вĕсем вĕрентÿ шайĕпе те, пурлăх никĕсĕ тĕлĕшпе те хула шкулĕсенчен кая мар), - тесе палăртрĕ патшалăх пуçлăхĕ.

Черетре çивĕчрен те çивĕч ыйту – професси вĕрентĕвĕн тытăмĕ.

Тÿрех калатăп: вăл паян никама та тивĕçтермест тата экономикăпа социаллă пурнăçа çĕнетмелли плансен чи вăйсăр сыпăкĕ пулса тăрать. Çак (шел пулин те, федераци субъекчĕсем питех ертсе пыман) тытăм патне ĕç рынокĕ енчен требованисем ÿссе пынине шута илсе эпир часах общественноç умне тăтăш вĕрентĕве, унта професси вĕрентĕвне те кĕртсе, йĕркелесе çын капиталĕн пахалăхне тата ытларах ÿстерес тĕллевпе республикăра вĕрентÿ аталанăвĕн малашлăхне тăрататпăр.

Республикăра пурнăçлакан демографи политики тата “Сывлăх” наци проектне пурнăçа кĕртни сывлăха сыхлас ĕç кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатма май пачĕç. Иртнĕ икĕ çул хушшинче Чăваш Енре ача çураласси 13, 9 процент чухлĕ ÿснĕ (тĕслĕхрен, пĕлтĕр, 2006 çултипе танлаштарсан, 1525 ача ытларах çуралнă), халăх вилесси вара 4, 6 процент чухлĕ чакнă. Кĕтекен пурнăç тăршшĕ пысăкланнă. Икĕ тата виçĕ ачаллă çемьесен шучĕ 45 процент чухлĕ ÿснĕ. Ача çулĕ тесе пĕлтернĕ 2007 çулта усрав çемьесене воспитани пама вырнаçтарнă ачасен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. Ача çурчĕсемпе интернат-шкулсенче воспитани илекен ачасен шучĕ çулсерен чакни пирĕн социаллă политикăн пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕ пулса тăрать. 2010 çул тĕлне çав учрежденисенчи ачасен 85 процентĕнчен кая мар хисепне çемьесене вырнаçтараççĕ.

Асăннă ырă пулăмсем шкулчченхи учрежденисенче вырăн çитменнипе çыхăннă ыйтусене каялла тавăрчĕç. Тĕп хула администрацийĕ ку тĕлĕшпех савăнса ятарлă программа çирĕплетрĕ, унпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр кăна Шупашкарта ача сачĕсенче 1661 çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ, 2010 çул тĕлне ыйту тĕппипех татăлать. Опыт пур, апла пулсан, тивĕçлĕ программăсене унашкал ыйту тăракан пĕтĕм муниципалитетăн туса хатĕрлемелле.

2007 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен “Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен” Указпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре медицина пулăшăвĕн юлашки кăтартăвне тĕпе хуракан ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ механизма ĕçе кĕртнĕ. Стационарти врачсен вăтам ĕç укçи хавхалантармалли тата хушма тÿлевсен шучĕпе 2 хут ÿссе 16 пин тенке çитнĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕсен - 20 пине яхăн. 2010 çул тĕлне республикăри пĕтĕм халăха медицина пулăшăвне çемье принципĕпе тивĕçтерме тытăнаççĕ.

Пуш уйăхĕнче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне туса пĕтерме палăртатпăр, унăн хакĕ 2, 6 миллиард тенкĕпе танлашать, унта 600 ытла пысăк тÿлевлĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕ тунă. Вăл Чăваш Енĕн хальхи медицина технологийĕсен кластерĕн хăйне майлă локомотивĕ пулать. Тĕнчери чи лайăх стандартсем тăрăх хальхи медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ чăннипех те, ним ÿстермесĕр тĕлĕнтермĕш-центра уçни хальхи медицина технологийĕсен сферинче тĕнчери тата çĕршыври ăслăлăхăн туса хатĕрленĕ ĕçĕсене пĕрлештерессине, вĕсене шалти тата тулашри рыноксенче сарассине шута илет. Йĕркеленекен система, унта санитари вертолечĕсем те кĕреççĕ, республикăри халăха кăна мар, Раççей Федерацийĕн 8 регионĕнчи çынсене пысăк технологиллĕ пулăшу парассин пĕтĕм сыпăкĕпе тивĕçтерет. Çав вăхăтрах ортопеди профильлĕ операцисен шучĕ 4 хут нумайланать, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне илме пултараслăх 80 процента çити ÿсет. Халăх сурансене пула инвалида тухнин тĕслĕхĕсем палăрмаллах чакаççĕ.

Кăçалпа çитес çулта республикăра халь тăвакан тата тепĕр инновациллĕ тытăм ĕçе кĕрет, вăл коронарлă тата пуç мимин юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе чирлекен пациентсене хальхи вăхăтри медицина пулăшăвĕ пама регионти тата 3 районти юн тымарĕсен центрĕсене пĕрлештерет, çакă инфаркт тата инсульт чирĕсемпе чирлекенсем вилессине тата инвалида тухассине палăрмаллах чакарма май парать, ку вара – çăлса хăварнă пин-пин пурнăç. Проект хакĕ 500 миллион тенкĕпе танлашать.

Кăçал çавăн пекех Шупашкарта Республикăри кардиологи диспансерĕн 115 вырăнлă терапи корпусĕ, Улатăр районĕнчи Чуварлей салинчи ачасене туберкулезран сиплекен 100 вырăнлă санаторин иккĕмĕш черечĕ, Патăрьел салинчи районти тĕп больницăн терапипе неврологи уйрăмĕн, ача-пăча тата хĕрарăм консультацийĕн корпусĕ, Канашри хула больницин хирурги корпусĕ, Шупашкарти Республикăри сусăр ачасене тата çула çитменнисене реабилитацилемелли центр ĕçлеме тытăнаççĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ 514, 3 миллион тенкĕпе танлашать.

Çитес çул Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн стационарĕ валли çĕнĕ корпуса тата Шупашкарти Ачасен сывлăхне сиплесе çирĕплетекен центрăн иккĕмĕш черетне хута яратпăр, инвестици калăпăшĕ 340 миллион тенкĕ. Çавнашкал пысăк инвестицисен калăпăшне хывни, çавăн пек хăватлă, чи кирли, медицинăн пысăк технологийĕсене тытăмлăн ĕçе кĕртни Чăваш Енри сывлăха сыхлас ĕç историйĕнче нихăçан та пулман.

Пурнăç тăршшĕ Енĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнчи 14 субъект хушшинче Тутарстана кăна мала ирттерсе иккĕмĕш вырăнта тăрать, Раççейри кăтартуран 1, 1 çул чухлĕ малта пырать. Шанса тăратăп: эпир паян тăвакан ĕç Чăваш Ене çак кăтартуран тата ытларах иртме май парать.

Анчах халăх сывлăхне сыхлас ĕçре хальхи вăхăтри сиплев учрежденийĕсене аталантарса тата эмелсен шучĕпе кăна витĕмлĕ кăтарту тума май çук. Кунта сывă пурнăç йĕркипе, спортпа туслă пулни пĕлтерĕшлĕ. Ваттисем: “Ăспа пурăнсан им-çам кирлĕ мар”, - тесе ахальтен каламан. Ку енĕпе власть пурнăçăн тĕрĕс йĕркине суйласа илме хастарлăн пулăшать. Асăрхăр: енчен те иртнĕ икĕ çулта эпир районсемпе хуласенче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли тĕнче класлă 10 комплекс турăмăр пулсан, 2008 çулта кăна тата 8 комплекспа темиçе стадион хута яратпăр.

2008-2010 çулсенче пĕтĕмпе вара сывлăха çирĕплетмелли 21 комплекс, 5 стадион тата нумай ĕç-хĕллĕ 6 спортзал тума палăртнă, çав ĕçсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерме 1, 5 миллиард тенке яхăн уйăрмалла. Çапла вара, виçĕ çул хушшинче районсенче тата республикăн пĕчĕк хулисенче физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссен строительствин тулли сетьне тумалли пысăк программăна пурнăçлассине вĕçлетпĕр. Федерацин физкультурăпа спорт агентствин ертÿçи Вячеслав Фетисов çакăн пек палăртрĕ: “Чăваш Енре эпир спорт керменĕсем тумалли программăна пурнăçа кĕртес енĕпе шанчăклă партнерсем тупрăмăр, Чăваш Республикин опытне эпир çĕр-шыври пĕтĕм региона сĕнетпĕр. Унашкал керменсене Европăпа Америка çĕр-шывĕсенче те час-часах тĕл пулмастăн. Эпĕ курнипе питĕ кăмăллă”.

Пирĕн тата искусствăлла курăкпа витнĕ хальхи вăхăтри 10 футбол уйĕ тумалла. Вĕсене тăвассине муниципалитетсен хальхи стадионĕсене реконструкциленипе пĕр вăхăтра тивĕçтермелле. Çак тĕллеве пурнăçлани футболла выляма юратакан ачасен шутне ÿстерме кăна мар, ку та пĕлтерĕшлĕ, чи кирли – вĕсене ăс-хакăлпа ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çирĕп тата конкурентлă пулма май парать. Çак шухăшсен витĕмĕпе хăш-пĕр муниципалитет органĕ хăйĕн хутлăхĕсен территорийĕсенче халиччен те хоккейла вылямалли лаптăксене йĕркелесе ярайманни пирки аса илтерес тетĕп. Вĕсенче мĕнле шухăш-кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ?

Шупашкарта паян хулари сывлăха çирĕплетмелли центрпа хăна çурчĕ тытăмĕнче хупă тата уçă бассейнсемпе пăр аренине хастарлăн хăпартаççĕ, тепĕр культурăпа кану центрĕнче вара – искусствăлла пăрпа витнĕ çулталăкĕпех ĕçлекен каток тăваççĕ.

Кăçалах (Олимпийский) стадион территорийĕнче спортпа сывлăха çирĕплетмелли миллиард тенке яхăн тăракан комплекс тума пуçлатпăр, унăн тытăмне арена пур пăр керменĕ, куракансен трибунипе тивĕçтернĕ нумай ĕç-хĕллĕ спорт залĕ, 50 тата 25 метр тăршшĕ бассейнсем кĕреççĕ.

Шкул ачисен ăс-тăнне тата пултарулăх аталанăвне хавхалантарма, пурнăçра спортпа туслашас йăлана хастартарах çирĕплетме вара республикăри çулталăкĕпех ĕçлекен нумай ĕç-хĕллĕ ача-пăча центрне - хăйне майлă чăваш «Артекне» йĕркелени вырăнлă тесе шутлатăп.

Хисеплĕ ĕçтешсем!

Çакăн пирки каламасăр хăварма май çук. Эпир хальхи вăхăтри сывлăх сыхлавĕн тытăмне тума, спорт сооруженийĕсен строительстви валли питĕ нумай укçа-тенкĕ тăкаклатпăр, çав вăхăтра вара вун-вун пин çамрăк (тата хĕрсем – пулас ача амăшĕсем) цивилизаци çĕр-шывĕсенче хисепрен тухса пыракан иртнĕ ĕмĕрĕн йăлисем хыççăн кайса табак туртса хăйсен тата таврари çынсен сывлăхне сиен кÿреççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре кашни виççĕмĕш çын туртать. Чăваш Ене илес пулсан, ку пирĕн ентешсем çемье бюджетĕнчен кашни кун 13 миллион тенкĕ ытла, уйăхне – 400 миллион тенкĕ, çулталăкне вара 5 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ тăкакланине пĕлтерет!

Пилĕк миллиард тенке куç умне кăларăр-ха, шăпах çавăн чухлĕ пурлăха пирĕн патра пурăнакансем çилпе вĕçтереççĕ, çитменнине хăйсене кăна мар, туртман çынсене те наркăмăшласа чире яраççĕ, çавна пула - çемье бюджетĕнчен те, патшалăх бюджетĕнчен те вĕсене сиплеме нумай-нумай миллиард укçа-тенкĕ тăккалама тивет.

Айтăр саккун кăларакансен - Патшалăх Канашĕн, Патшалăх Думин, Федераци Канашĕн депутачĕсен – мĕн пур шайри общество организацийĕсен вăйне пĕрлештеретпĕр те Чăваш Ене тата Раççее çак усалтан хăтаратпăр! Америкăра çакна тунă та ĕнтĕ! Унта вăл саккун кăларакан, ĕç тăвакан влаçсен, общество организацийĕсен тата массăллă информаци хатĕрĕсен пĕрлехи ĕçĕ пулса тăнă. Асăннă ĕç пур çĕрте те тÿрех ăнăçман. Малтан лидер-территорисем палăрнă. Чăваш Ене наци проекчĕсем енĕпе, республикăна 2020 çулччен аталантармалли Стратегие туса хатĕрлес ĕçре лидер тесе йышăннă. Айтăр-ха ăса кĕрер тата хамăра хамăр, хамăр сывлăха, çемье бюджетне пулăшар!

Эпир çак кĕрешÿре, çав шутрах 500 тĕслĕх библиотекăран тăракан тытăма туса пĕтернипе, ăна пула халăх библиотекăсене çÿресси 40 процент ÿснĕ, лайăх кăтартусемпе хăвăрт палăрма пултарасса шанас килет. Республика опытне Раççей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕнче пăхса тухса ырланă.

Регионти тата ял çĕрĕнчи культура строительствин ыйтăвне тата чи çĕнĕ электрон технологийĕсене çул панине çыхăнтарса “Российская газета” хаçата панă интервьюра Михаил Швыдкой Чăваш Ене пурте çÿрекен библиотекăсене пĕтĕмпех компьютерпа тивĕçтернĕ тата Интернетпа çыхăнтарнă сайра тĕл пулакан регион пек тĕслĕхе илсе кăтартнă.

Хальхи вăхăтра Наци библиотекин çуртне реконструкцилес тĕлĕшпе кăна мар, унăн хăватне 4 хут ÿстерес, тата унăн никĕсĕ çинче Президентăн Атăлçи федераци округĕнчи Б.Н. Ельцин ячĕллĕ электрон библиотекине тăвас енĕпе хĕрÿ ĕç пырать, ун çинчен эпир Раççей Президенчĕпе вăл пирĕн республикăна килнĕ вăхăтра калаçса татăлтăмăр.

Çывăх вăхăтри пĕлтерĕшлĕ малашлăх тĕллевĕ - Министрсен Кабинечĕпе муниципалитетсен пĕрлехи вăйĕпе 18 районти, 54 ялти тĕп тата 210 ялти культура çурчĕсене çĕнетесси.

Хисеплĕ депутатсем, ентешсем!

Чăваш Енĕн чăн экономика секторĕ мĕнле аталанать тата унăн малашлăхĕ мĕнлерех?

Яваплăха туйса пĕлтерме пултаратăп: республикăра промышленноçăн çĕнĕ политикине йĕркелессине вĕçленĕ. Промышленность производствин индексĕ 2006 çулта 118, 9 процентпа (Раççейĕпе –103, 9 процент) танлашнă. 2007 çулта тивĕçлĕн 114 тата 106, 3 процент, урăхла каласан, Чăваш Енри промышленноç ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ Раççейринчен палăрмаллах пысăкрах! Тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 36, 9 процент чухлĕ ÿссе сахалтан та АПШ 350 миллион долларĕпе танлашнă. Туса кăларакан производство организацийĕсен 80 процентне яхăн тупăшлă ĕçлет, çулталăк хушшинче тупăш 1, 5 хут ÿснĕ. Ытларах çакна пула эпир сирĕнпе пĕлтĕр бюджета ÿтерессине виçĕ хутчен пăхса тухрăмăр тата унта 7 миллиард тенке яхăн хушрăмăр. Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ халиччен пулман кăтартăва – 30 миллиарда яхăн шая çитрĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба пĕлтерекен тĕлĕнтермĕш çине тимлĕрех пăхăр: иртнĕ çулхи программа мероприятийĕсене пурнăçа кĕртнĕ май, çав шутра 1 миллион тăваткал метр ытла пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкне хута яни, 400 километр тăршшĕ автомобиль çулĕсем туни тата промышленность производстви 14 процент ытларах ÿсни хушма ĕç вăйĕ ыйтнă, çавна пула 40 пине яхăн çынна ĕçе вырнаçтарнă, ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисемпе специальноçсене вĕренме ĕçсĕр 3, 2 пин çынна професси пĕлĕвĕ илме янă, професси суйласа илме пулăшас енĕпе 130 пин çынна пулăшу панă.

Çитес виçĕ çулта, пирĕн программа мероприятийĕсене шута илсе, халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем пулăшнипе 120 пин çынна яхăн ĕçе вырнаçтарма, ĕçсĕр 10 пин çынна професси пĕлĕвĕ илме яма, 380 пин çынна професси суйласа илме пулăшма тата ĕç рыно-кĕнче психолог пулăшăвне пама палăртнă.

Е тата республикăн программисен чăн ĕçри тепĕр кăтартăвне илсе пăхар: çулсем çинчен кăларнă Указ вăйра тăракан çулталăк çурă вăхăтра чăваш çул-йĕр ăстисем пин-пин çĕнĕ техника – “КамАЗ” тата “Вольво” самосвалсенчен пуçласа, яппунсен, Австрипе нимĕçсен асфальт хуракан техникине тата ытти оборудование туяннă тата 30 яхăн асфальт-бетон заводне тунă (çĕнетнĕ). Çул-йĕр строительствинче çак çулталăк çурăра ĕç укçи 80 процент ытла ÿснĕ.

Пĕлтĕрхи Çырура эпĕ республикăра инноваци экономикин тĕсне туса хурас тĕллеве тĕп вырăна хунăччĕ, çавнашкал экономика çинчен Раççей Президенчĕ иртнĕ эрнере тĕплĕн каларĕ. Пирĕн ĕç кăтартăвĕсем курăмлă: тиесе ăсатнă инноваци продукцийĕн калăпăшĕн çулталăкри ÿсĕмĕ 18, 5 процентпа танлашнă, организацисен тĕпчев тата туса хатĕрлес ĕçсем валли уйăракан шалти тăкакĕсем 16 процент чухлĕ ÿснĕ, паян вĕсем ВРПăн 1, 7 проценчĕпе (Раççейĕпе – ВВП-ăн 1 проценчĕ) танлашаççĕ. Инноваци инфратытăмĕн 30 ытла объекчĕ ĕçлет. Республика бюджечĕн укçи-тенкине явăçтарса Çĕнĕ Шупашкарта нанотехнологисемпе ушкăнпа усă курмалли пĕрремĕш центр тата пысăк технологисен енĕпе пĕрремĕш технопарк йĕркеленĕ.

Республика био- тата нанотехнологисем енĕпе Раççейри лидерсенчен пĕри пулма пултарать тата тивĕç те.

Раççейри малта пыракан институтсемпе тата ăсчахсемпе пĕрле çавăн пек пысăк технологиллĕ отрасльсене аталантарас енĕпе республика программи пурнăçланать. 2010 çултах Раççейри рынока бионаноиндустрин сахалтан та 9 инноваци таварĕ тухать.

Республикăри наноиндустрин чи пысăк проекчĕсенчен пĕри – “ăслă” пусма тăвасси, ăна Атăл пир-авăр компанийĕ Швейцарин паллă концернĕпе пĕрле хатĕрлет. Нанотехнологисемпе усă курни гигиена енчен лайăх тата эстетика пахалăхлă, вутра çунман, пылчăка, шыва, çу таврашне хăй çине лартман, статикăна, бактерисемпе аллергенсене хирĕçле пахалăхлă пусма туса кăларма май парать. Пĕрремĕш тапхăра пурнăçлама тата пысăк технологиллĕ пусмасен тест ушкăнне кăларма кăна 10 миллиона яхăн евро явăçтарнă.

Кăçал “АБС – Технопарк” наукăпа производствăн 2 миллиард ытла тенкĕ тăракан питĕ пысăк комплексне тăвас ĕçе пуçланă.

Проекта пурнăçа кĕртни холдинг предприятийĕсене пĕрлештерме тата малашлăхри пысăк технологиллĕ çул-йĕр çинче концентрацилеме, çав шутра çĕленĕ полиэтиленран тăвакан изоляциллĕ пысăк вольтлă кабельсем кăларма, вырăнти тата федерацин электричество сечĕсен моделĕсене тăвас енĕпе Раççейре питĕ хăватлă компьютер центрне тума май парать. Технопарк вăл – 1000 çамрăк тата креативлă специалистшăн чи çĕнĕ те интереслĕ хушма ĕç вырăнĕ.

Чăваш Енĕн инноваци инфратытăмĕн уйрăмлăхĕ çакăнта та: вăл хуçалăх тытакан уйрăм объект пулмасса та, тулли аталану центрĕ, пултарулăхпа инновацисен (“креатив-сити”) анлăхĕ те пулма пултарать, унта çынсем ĕçлеççĕ кăна мар, тăтăшах пултарулăх шыравĕнче тата хавхалану ытамĕнче пурăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Канаш хулин аталанăвне кăçалтан пуçласах çĕнĕ ăрури вакунсем кăларакан производствăна йĕркелени татăклă витĕм кÿме пуçлать, вĕсене Раççейре те, НППП çĕр-шывĕсенче те туса кăлармаççĕ. Японири паллă компани производство хăвачĕсене проектлассине вĕçленĕ. Проекта пурнăçа кĕртме уйрăм инвестицисен 5, 62 миллиард тенкине явăçтараççĕ. Корпус строительствине кăçалхи çу уйăхĕнче вĕçлеççĕ, çулталăк вĕçне вара вакунсен пĕрремĕш ушкăнне кăларма палăртнă. 2010 çул тĕлне производство проектпа пăхнă хăват çине куçать – çулталăкри производство калăпăшĕ 10 миллиард тенкĕ ытла тата ĕçлекенсен йышĕ 1200 çын. Бизнес представителĕсен, хăйсене ыттисемпе танлаштарса хак памаллах, илсе кăтартнă производство калăпăшĕ тата ĕçлекен çынсен шайлашăвĕ çине тимлĕрех пăхмалла... Шухăшласа пăхăр: кашни ĕçчен сахалтан та 10 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларма тытăнать!

Ку тĕслĕхре çакă лайăх курăнать: Чăваш Енĕн хăйĕн рынокĕ объективлă сăлтавсемпе чикĕленнине пула республика экономикине аталантармалли политикăшăн тулаш тĕллевлĕ, урăхла каласан, продукцие тата пулăшу ĕçĕсене Чăваш Ен тулашне сутакан отрасльсемпе кластерсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулма тивĕç. Мĕншĕн тесен шăпах вĕсем пысăк технологисене аталантарассине те, пысăк ĕç укçине те тивĕçтереççĕ, апла пулсан бюджета ытларах укçа уйăрса параççĕ, çакă вара татах вырăнта ĕçпе тивĕçтерессине те, вырăнти ĕç укçине те ÿстерме пулăшать. Шăпах çакăн пек предприятисем миллиардсемпе усă кураççĕ те.

Сăмах май, республикăра Чăваш Ен миллиардçисен клубĕн йышĕ хастарлăн хушăнать. Пĕлтĕр тиесе янă тавар калăпăшĕ е туса илнĕ тупăшĕ миллиард тенкĕрен иртнĕ предприятисен шучĕ икĕ хута яхăн - 15-рен 23 çити - ÿснĕ.

Паян чăваш компанийĕсем выставкăсене экспонентсем пек кăна хутшăнмаççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал “Трактор завочĕсем” концернăн ятарлă суту-илÿпе сервис компанийĕ тĕнчери паллă Caterpillar, Volvo, Komatsu тата ытти компанисемпе пĕрле пĕтĕм тĕнчери ятарлă ConExpo Russia выставкăна йĕркелекенсенчен пĕри пулать, асăннă курава Раççейре авăн уйăхĕн 15-18-мĕш кунĕсенче тĕнчери строительство отраслĕн, çул-йĕр тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, вăрман тата сăрт-ту промышленноçĕн специалисчĕсем валли пĕрремĕш хут ирттереççĕ. Çакă предприяти продукцийĕ чикĕ леш енче лайăх хак илнине çирĕплетет. Трактор кăларакансен продукцине Раççей Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Сергей Иванов та пысăк хак пачĕ: “Тĕпрен илсен, паян Шупашкар Раççейри трактор туса кăларакансен тĕп хули пулса тăнине хăюллăнах палăртма пулать.

Кунта туса кăларакан техникăна Раççейре кăна мар, тĕнчери нумай çĕр-шыв туянать. Эпĕ конвейер çинче Австрали заказĕпе тăвакан икĕ трактора асăрхарăм. Австрали рынокĕнче Раççейри пысăк технологиллĕ продукци нумай сутăнать-и? Унашкал тĕслĕх урăх çук»).

Совет Союзĕ саланса кайнă хыççăн Шупашкарти “Промтрактора» вăл “кĕрсе ÿкнĕ” хурлăхлă лару-тăруран кăларас енĕпе эпир мĕнле шайра ĕçлеме пуçланине, ахăрт-нех, хăшĕсем ас тумаççĕ те пулĕ! Тата ытларах та паллă, яланах вăйлă пулнă Волгоградри е Челябинскри трактор завочĕсем кризисран çаплипех тухма пултараймарĕç. Çак контекстра эпир пахалăх ыйтăвĕсем тĕлĕшпе уйрăм требованисем лартнине палăртмасăр хăварма çук. Çулталăк хушшинче тĕнчери ISO 9000 стандартпа сертификациленĕ организацисен йышĕ 36 процент чухлĕ ÿсрĕ. 2010 çул тĕлне тĕнчери стандартпа сертификациленĕ предприятисен шучĕ республикăри экономика тата социаллă пĕлтерĕшлĕ организацисен пĕтĕмĕшле йышĕн 45 проценчĕпе танлашать (2007 çулта çак пай 25 процент пулнă), çав шутра машинăсем кăларакан комплексра – 75 процент. Административлă реформа шайĕнче республикăра Чăваш Енри патшалăх управленийĕн пĕтĕм органĕсен ĕç-хĕлне тĕнчери стандартсене ĕçе кĕртес енĕпе Раççей Федерацийĕшĕн сайра тĕл пулакан проект пурнăçа кĕрет.

“АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлас енĕпе Чăваш Ен Раççей Правительстви лартнă мĕн пур тĕрĕслев (тĕллевлĕ) кăтартăвĕсене пурнăçласа чи лайăх кăтартусене çĕнсе илнĕ сакăр регион-лидер шутне кĕрет. Икĕ çул хушшинче аш-какай туса илесси 10 процент чухлĕ ÿснĕ (планпа –7, 5 процент), сĕт - 12 процента яхăн (планпа – 4, 7 процент), килти хушма хуçалăхсенче тата фермер хуçалăхĕсенче туса илекен продукцине вырнаçтарнин калăпăшĕ 25 процент чухлĕ (планпа – 7 процент) ÿснĕ. Пирĕн ĕçчен хресченсем чăннипех маттур мар-и вара?!

Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев палăртнă тăрăх, “республика чăн кăтартусене çĕнсе илнĕ, вăл “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе чи лайăх регион шутланать. Тата чи кирли çакă: ялта пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакан çынсем çăмăллăхлă кредитсем илме пуçларĕç. Çав шутра пин-пин гражданин”. Тĕрĕссипе вара çавăн пек гражданин-предпринимательсен шучĕ пирĕн 30 пине яхăн, тата вĕсем 4 миллиард та 300 пин тенкĕ ытла çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ку Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх кăтарту.

“Хура çĕр – анне кăкăрĕ вăл”, - тенĕ ваттисем. Раççейре йăлана кĕнĕ çĕр айĕнчи пурлăх çук Чăваш Еншĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вăй-хăват пулса тăраççĕ. Çавăнпа та паян усă курман 75 пин гектар ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртессине татса памалла.

Вĕсемпе производство ресурсĕ пек усă курни экономикăшăн çеç мар, республикăра пурăнакансемшĕн моральпе йĕркене пăхăнас тата ăс-хакăл сывлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе те пĕлтерĕшлĕ. Çак çĕрсене çаврăнăша кĕртессине хавхалантарма Правительство кăçалах, асăннă проблемăна эксперимент йĕркипе татса памалли варианта, тĕслĕхрен, агротехника ĕçĕсем валли тухнă тăкаксен пĕр пайне республикăн тата вырăнти бюджетсенчен саплаштарма сĕннине, вырăнлă тесе шутлатăп. Шанатăп: çакă ÿсен-тăран продукцине ÿстерме те пулăшать тата хăй хакне пурлăх енчен те, кăмăл-туйăм енчен те тавăрать.

Пирĕн çак ĕç валли чи ăнăçлă йĕркелÿпе право условийĕсем пур, мĕншĕн тесен çĕр ресурсĕсене шута илессине йĕркеленĕ. Пĕтĕм Раççей Федерацийĕпе те пĕр Чăваш Ен кăна кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕн системине туса пĕтерессине вĕçлет, урăхла каласан, республика, хисеплĕ депутатсем, эсир пулăшнипе те, Раççейринчен виçĕ çул малтан çак сферăра право йĕркине туса çитерес енĕпе калама çук пысăк ĕç туса ирттерчĕ, çакă вара, тĕрĕссипе, яланах тупăшлă.

Тата пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пĕр самант çинчен каласа хăвармалла. Çак кунсенче эпĕ Чăваш Ене лайăх пĕлекен, пирĕн патăмăрта темиçе хут пулнă - Шупашкарта кăна та мар, çавăн пекех Красноармейски тата Шупашкар районĕсенче те пулса курнă çынпа, Правительство Председателĕн Пĕрремĕш çумĕпе тата наци проекчĕсен, çав шутра “АПК аталанăвĕ» наци проекчĕн кураторĕпе Дмитрий Медведевпа тĕл пулса тĕплĕн калаçрăм, вăл мана пирĕн республика наци проектне пурнăçлас енĕпе пысăк кăтартусем тунине шута илсе 2008 çулта Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексне аталантарма федераци бюджетĕнчен паракан субсидисен калăпăшне Раççей Правительстви 649 миллион тенкĕ чухлĕ палăртнине пĕлтерчĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 200 миллион тенке яхăн ытларах.

Пурне те çак хушма укçа-тенкĕне пула ял халăхĕшĕн уçăлакан çĕнĕ майсем çине уйрăмах тимлĕрех пăхма ыйтатăп. Сăмахран, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансемшĕн – юридически сăпачĕсемшĕн, Раççейре е ют çĕр-шывра туса кăларакан ял хуçалăх техникине туянма усă куракан кредитсен срокĕсене 5 çулран пуçласа 10 çула çитиччен тăсаççĕ, пĕчĕк формăллă хуçалăхсене паракан кредит виçисене вара хресчен (фермер) хуçалăхĕсене 12-рен пуçласа 15 миллион тенкĕ таран пысăклатаççĕ, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене – 40-рен пуçласа 55 миллион тенкĕ таран. Тĕллевлĕ уйăракан çăмăллăхлă кредитсен переченьне те палăрмаллах анлăлатнă. Çăмăллăхлă кредитсене ял хуçалăхĕпе çыхăнман ĕç-хĕл валли те, ял туризмĕ, ялти суту-илÿ, халăх промыслисем, ял халăхĕн йăлари тата социаллă пурнăçпа культура ыйтăвĕсене тивĕçтерме, акмасăр ÿсекен çимĕçсемпе çырласене, эмел курăкĕсене хатĕрлеме тата ĕçлесе тирпейлеме уйăрса параççĕ.

Асăннă пĕтĕм кредит енĕпе субсидисем уйăрассине Тĕп банкăн рефинансированин тулли ставки виçипе пурнăçлаççĕ. Çакăн пек сĕнÿсене мĕнле йышăнмасăр тăма пулать, хисеплĕ ĕçтешсем?!

Потребительсен рынокне таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тултарма пулăшакан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакан, харпăрлăхçăсен пысăк йышне йĕркелекен пĕлтерĕшлĕ çул-йĕртен пĕри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни шутланать. Ăна пулăшма нумаях пулмасть Чăваш Республикин наукăпа техника сферинчи пĕчĕк предприятисене инвестицисем хывакан регионти венчур фондне йĕркеленĕ, унăн уставпа пăхнă капиталĕ 280 миллион тенкĕпе танлашнă.

Инновацин пĕчĕк фирмисене хăвăрт аталантарассине хавхалантарма çуллен 30 миллион тенкĕ ытла каялла тавăрса памалла мар субсидисем уйăраççĕ. 2007 çулта çавнашкал наукăпа тачă çыхăннă 4 бизнеса пулăшу панă, пĕтĕмпе вара бюджет укçи-тенкине 66 миллион тенкĕ чухлĕ явăçтарса 14 инноваци проекчĕ пурнăçа кĕрет.

2008 çулта эпир патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ формисене сĕнетпĕр - ĕçлеме тытăнакан вак предпринимательлĕх субъектне хăйĕн бизнесне йĕркелеме грантсем, муниципалитет пĕрлĕхĕсене вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли тата аталантармалли программăсене пурнăçлама субсидисем уйăрса пани, çавăн пекех вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен выставкăсемпе ярмăрккасене хутшăннипе, экспорт тĕллевлĕ продукцине сертификациленипе çыхăннă тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарни. Муниципалитет пĕрлĕхĕсене, предпринимательсен отрасльти ассоциацийĕсене, уйрăм организацисене патшалăх пулăшăвĕн çак çĕнĕ формисемпе хастартарах усă курма хытарсах чĕнсе калатăп.

Наукăпа вĕрентÿ вăй-хăватне халăха ырлăх кÿрекен пурлăха çавăрас тесен, урăхла каласан, “пĕлÿ обществинчен” “пĕлÿ çинче никĕсленекен общество пурлăхĕ” патне куçма хăй тĕллĕн аталанакан адекватлă инноваци инфратытăмне туса хуни кирлĕ. 2010 çул тĕлне 10-ран сахал мар, 2015 çул тĕлне вара 20-рен кая мар бизнес-инкубатор тата технопарк тăвасси – çакă пирĕн чăн план. Анчах та ку çак ĕçри хăвăртлăхсем пире тивĕçтереççĕ тенине çирĕплетет-и-ха? Вăл тата эпир май пур çĕрте кирлине пĕтĕмпех илме вĕренсе çитнине пĕлтерет-и-ха? Хурав: вĕренсе çитеймен-ха. Бюджетран пулăшу илмелли тата инновациллĕ пĕчĕк бизнеса аталантарма комплекссем тумалли чăн майсем Вăрнар районĕн те, Канашăн та, Çĕмĕрлепе Улатăрăн та, тĕрĕссипе мĕн пур муниципалитет территорийĕсен пур. Чи кирли кунта – пуçлăхăн ĕçлес кăмăлĕ пурри тата вăл професси енчен компетентлă пулни.

Анчах муниципалитетсен ертÿçисен ытларах чухне ун патне алли çитеймест. Çавна пăхмасăр, муниципалитет пĕрлĕхĕсен пуçлăхĕсен кăсăкланăвне ÿстерес тата конкурс кăтартăвĕсем тăрăх илекен грантсемпе тухăçлăрах усă курассине тивĕçтерес тĕллевпе, çавăн пекех муниципалитет пĕрлĕхĕсем республикăн мĕн пур территорине пĕр пек аталантармалли условисене тивĕçтерес енĕпе ирттерекен республикăн анлă программисене пурнăçлама хутшăннине пула социаллă пурнăçпа экономика ăмăртăвĕнче мала тухнăшăн паракан çулленхи приз фондне 30 миллион тенке çитиччен ÿстерни вырăнлă тесе шутлатăп. Çакă пуçлăхсен тата вĕсен командисен хастар ĕçне хавхалантарма пулăшать, укçа-тенке салатса пĕтерме памасть, ăна район е хула территорийĕнчи пĕр-пĕр кирлĕ объект строительстви валли уйăрма май парать.

Çырупа ĕçленĕ вăхăтра, яланхи пекех, иртнĕ çул граждансем ман пата янă ыйтса çырнисене тепĕр хут пăхса тухрăм. Вĕсен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 7 процент чухлĕ сахалрах. Анчах, çынсем ытларах ÿпкелешекен ыйтусене анализ тунă май, ертÿçĕсене, чи малтанах, Шупашкарпа Çĕмĕрле тата Сĕнтĕрвăрри хулисен пуçлăхĕсене, вĕсенче пурăнакан çынсем коммуналлă службăсенчен темиçе хутчен пулăшу ыйтни те палăрмалла улшăну кÿменнине шута илме ыйтатăп. Тепĕр пĕтĕмлетÿ. Эмелсемпе тивĕçтерес ыйтусем енĕпе ыйтса çырнисен шучĕ чакнă пулин те Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, Йĕпреç, Канаш, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче пурăнакансем сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче кÿрекен пулăшу ĕçĕсене япăх пахалăхпа пурнăçлани пирки ÿпкелешсе çырни нумайланнă.

Çакăн пек фактсем çине муниципалитет пуçлăхĕсем те, профильлĕ министрсем те тимлĕрех пăхма тивĕç.

ХХI ĕмĕрте çĕнĕ пахалăхлă çыхăну инфратытăмĕ кирлĕ. Тата республикăн пĕтĕм территорине çавăрса илнĕ зона ăшĕнчи оптоволоконлă сеть строительствине вĕçленĕ çынсене тав сăмахĕ калас тетĕп. Хуласен хушшинчи çыхăну рынокĕнче конкуренци çуралчĕ. Çыхăнăвăн универсаллă пулăшăвне ĕçе кĕртнине пула Чăваш Енре халăх пурăнакан пĕр вырăн та телефон çыхăнăвĕсĕр юлман, халăх пурăнакан мĕн пур вырăна мобильлĕ çыхăнупа çыхăнтарнă, сотовăй çыхăну абоненчĕсен шучĕ республикăра пурăнакансен йышĕнчен те иртсе кайнă, çыхăну пулăшăвĕн калăпăшĕ çулсерен 19-20 процент чухлĕ ÿсет. Республикăри кашни виççĕмĕш çемьерех компьютер пур, Интернет-провайдерсен абоненчĕсен шучĕ 75 пинрен те иртнĕ, мĕн пур шкул анлă йĕрлĕ çыхăнупа Интернета тухма пултарать, вĕрентÿре, медицинăра, культура сферинче телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса пулăшу парасси аталанать.

Республикăри граждансемшĕн тата организацисемшĕн влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕтĕм информаципе усă курма май пур - ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пуçласа Президент таранах, Интернетра патшалăх тата муниципалитет паракан пулăшăвăн 200 ытла пулăшу ĕçĕ пирки информаци е кирлĕ документсене тупма пулать, вĕсенчен хăшне-пĕрне килтен тухмасăрах е ĕç вырăнĕнчех илетĕн. Эпĕ кирек хăш вокзалран е аэропортран хуть хăш еннелле авиаци е чукун çул билечĕсене илме май паракан “вак-тĕвек” çинчен каламастăп та.

Кăçал ял çĕрĕнчи телефон сечĕсене реконсртукцилессине вĕçлес тата пĕтĕм телефон сетьне цифра технологийĕ çине куçарас пулать, çавна пула çыхăну пулăшăвĕн пахалăхне тата унăн ассортиментне палăрмаллах лайăхлатмалла, мĕн пур ял тăрăхĕн администрацийĕсене анлă йĕрлĕ информаци ресурсĕсемпе усă курма май туса памалла. Йышăннă аталану хăвăртлăхĕ çывăх малашлăхрах республикăн пĕтĕм территорине Интернета тухмалли анлă йĕрлĕ çыхăну мелĕпе çыхăнтарма тата сетьпе усă куракан абонентсен шутне 180 пине çитерме май парать.

Çирĕп ÿсĕмĕн экономика никĕсĕ тĕп капитала хывакан инвестицисем шутланаççĕ, вĕсен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ Чăваш Енре Раççейри вăтам кăтартуран йăлана кĕнĕ пекех пысăкрах шайра. 2007 çулта – 37 миллиард тенкĕ ытла. 2007 çулта тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ, 2000 çултипе танлаштарсан, танлаштаруллă хаксемпе 3 хут ÿснĕ (Раççейĕпе – 2, 2 хут).

Ку, пĕр енчен, бизнес республикăна аталантарас енĕпе шанчăклă малашлăх курнине, халăхăн тупăшĕ тата потребитель ыйтни ÿснине пĕлтерет, тепĕр енчен, эпир инвестицисене явăçтарма условисем тăвас енĕпе пурнăçлакан ĕç палăрмаллах кăтартусем кÿнине çирĕплетет.

2010 çул тĕлне тĕп капитала хывакан инвестицисен калăпăшĕ çулталăкне 70 миллиард тенке яхăн пулать, çав вăхăтрах çĕнĕ, хальхи вăхăтри производствăсене тума укçа-тенкĕ явăçтарасси, пысăк тухăçлă проектсене ĕçе кĕртесси, территорисене комплекслă майпа алла илесси тĕп вырăнта пулаççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме пысăк ĕç укçи илекен вун-вун пин ăста ĕçченпе специалист кирлĕ пулать, çакă каллех маншăн уççăн курăнакан тата управлени ĕçĕнчи каламасăрах паллă чăнлăх патне тавăрать: вĕрентĕвĕн тухăçлă системине маларах иртмелле йĕркелемесĕр, аталантармасăр тата уйрăм çынна воспитани парса ÿстермесĕр общество пĕлтерĕшлĕ пĕр тĕллеве те ăнăçлă пурнăçлама май çук.

Хисеплĕ депутатсем, хаклă ентешсем!

Эсир пĕлетĕр: ку çула Чăваш Енре Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Паллах, ырă ĕçсене вăхăт виçипе чикĕлеме çук. Çавăнпа та 2008 çулăн хушма вăй-халне шанатăп, вăл ырă йăласене çирĕплетме май парать тата чухăнсен шутне чакарас, çынсен хушшинче, вĕсем обществăра йышăнакан вырăна пăхмасăр, яваплă та хисепе тивĕçлĕ хутшăнусене чĕртсе тăратас ĕçе хăйĕн тÿпине хывать. Çынсем килĕшÿпе çураçулăхра мĕн чухлĕ ытларах пурăнаççĕ, пĕрлехи тĕллевсемпе, пахалăхсемпе тата этеплĕх никĕсĕсемпе мĕн чухлĕ вăйлăрах çыхăнаççĕ, вĕсен хушшинче сÿрĕк чунлисем çавăн чухлĕ сахалрах, общество çавăн чухлĕ çынлăхлăрах пулать. Чăннипех çука юлнă тата нуша тÿсекенсене пулăшас туртăма анлăн та хастарлăн пулăшу памалла тата вăл Ырă ĕçсен çулталăкĕн пĕр пайĕ кăна мар, республикăри общество пурнăçĕн тĕшши пулса тăмалла. Республикăпа обществăн вара камран тĕслĕх илмелли пурах. Ан тив, Ехрем купсасен е пĕр тăван Таланцевсен пурнăçĕпе ырă кăмăлĕ, вĕсем приютсем, больницăсем, шкулсем, чиркÿсем тунă, çутă тĕслĕх пулса чăннипех хальхи вăхăтри предпринимательсене йĕркеленсе çитме хавхалантарса тăччăр. Шăпах çынсемшĕн пайта ыйтмасăр ĕçлени – Çыннăн Çĕр çинчи тĕп ĕçĕ, Турра юрăхлă тĕп ĕçĕ.

Çакăн пек ĕçлени кăна политикăна та, экономикăна та, çĕр çинчи пурнăçа хăйне те чăн-чăн, этеплĕх пĕлтерĕшĕпе тултарма пулăшать, пирĕнтен кашни çав чăнлăхсен енне туртăнмалла.

Итленĕшĕн тавтапуç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2008
00:00
Поделиться