Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă ĕçсене халалланă акци

Нарăс-пуш уйăхĕсенче Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа «Эпир пĕрле нумай çитĕнÿ тума пултаратпăр!» иккĕмĕш SMS-акци ирттерме палăртнă. Унăн тĕллевĕ – Чăваш Республикинчи тăлăхсен çивĕч ыйтăвĕсемпе çыхăннă про-ектсене социаллă пулăшу парасси. Акцине йĕркелекенсем – ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Шупашкар хула администрацийĕ, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, «Мегафон» компани, Федерацин Почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ – «Раççей Почти» ФПУП филиалĕ, «Чăваш Ен çамрăксен ирĕклĕ пĕрлешĕвĕ» общество организацийĕ.

Акци вăхăтĕнче «МегаФон» компанин мĕн пур абоненчĕ вĕсен хушшинче парне выляттараççĕ), 000910 номерпе тăлăх ачасен ячĕпе ырă SMS-сĕнÿсем (хакĕ ХХН пĕрле – 3 тенкĕ) яма е çемье ăшшисĕр юлнисене хавхалантарас тĕлĕшпе пуçару кăтартма пултарать. Кунсăр пуçне бизнес-пĕрлешÿсен представителĕсем Пĕчĕк грантсен фондне йĕркелемешкĕн вăй çитнĕ таран пулăшма, ятарлă счет çине укçа куçарма май тупсан аванччĕ.

ЧРОО «Молодежное добровольческое объединение Чувашии»

Р/с 40703810275020134006 в Чувашском ОСБ " 8613 г. Чебоксары

К/с 30101810300000000609

БИК 7707083893

Акцие ятарлă ревизи комиссийĕ пĕтĕмлетĕ. Пухăннă укçа-тенкĕ социаллă проектсене пурнăçлама кайĕ. Çак телефонсемпе шăнкăравлама пулать: 62-25-41, 89279940904.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2008
00:00
Поделиться