Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Харăсах икĕ бриллиант туй!

Кашни çын ĕмĕрне юратнă мăшăрĕпе ирттерме ĕмĕтленет, паллах. Анчах шел пулин те шăпа пурин те пĕрешкел пулмасть. Пурнăçра хисеплĕ ватлăха çывхарса ылтăн, бриллиант, тимĕр, коронăллă... туй кĕрлеттерекенсем епле телейлĕ! Çак кунсенче Алманчăра харăсах икĕ çемьере бриллиант туй кĕрекине хăна-вĕрле пуçтарăнĕ. Юрий Петровичпа Валентина Николаевна Куцыпинсем, Анатолий Ефремовичпа Мария Николаевна Петровсем çемье чăмăртанăранпа шăп та лăп 60 çул çитет. Савăнмалăх та, саламламалăх та сăлтавĕ пысăк.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2008
00:00
Поделиться