Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хапăл туса хутшăнăр конкурса

Çамрăк мăшăрсен çемйине çирĕплетес, вĕсен ырă йăли-йĕркине сарас тĕллевпе Раççейĕпе ят панă “Çемье çулталăкĕнче” районта çамрăк çемьесен клубĕн конкурсне ирттереççĕ. Тĕрлĕ номинаципе хÿтĕленмелле пулать конкурсантсен. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ февраль-март уйăхĕсенче пулать, иккĕмĕшĕ – март-апрель уйăхĕсенче. Республикăра явап тытмалли вăхăт – май уйăхĕнче.

Конкурса 35 çул тултарман кашни йĕркеллĕ мăшăр хутшăнма пултарать. Хапăл туса хутшăнăр конкурса.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2008
00:00
Поделиться