Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алă вăйĕ виçсе

Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнман ача çук та пулĕ. Чăнах та, пĕчĕккине те, пысăккине те илĕртет вăл. Первомайски ялĕнче йĕлтĕрпе чупассипе шкул ачисен спартакиади иртрĕ. Ытти çулсенче спортсменсем ирĕклĕ стильпе ярăннă пулсан, кăçал вĕсем классика стилĕпе чупса ăмăртрĕç. Ку, паллах, яш-хĕре ытларах вăй хурса, техникăна пĕлсе чупма хистет.

Чи малтанах старта вăтам классенчи хĕр ачасем тăчĕç. 2 çухрăмлă дистанцине пĕрремĕш А.Михайлова (Нăрваш Шăхаль) ярăнса тухрĕ, иккĕмĕш М.Якимова (Шăхач), виççĕмĕш А.Селиванова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул) пулчĕç.

Арçын ачасем 3 çухрăма чупса ăмăртрĕç. Чи малтан финиша Е.Григорьев (Нăр-ваш Шăхаль), иккĕмĕш А.Медведев (Аслă Чемен), виççĕмĕш В.Каррин (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул) çитрĕç.

Малалла трасса çине аслă классенчи хĕр ачасем тухрĕç. Вĕсем классика стилĕпе 3 çухрăма чупрĕç. Пуринчен те малтан финиша Н.Кузьмина (Первомайски) çитрĕ, ун хыççăн Н.Шмелева (çакăнтанах), виççĕмĕш М.Макарова (Аслă Чемен) пулчĕç.

Юлашкинчен старта аслă классенчи каччăсем тăчĕç. Пĕрре мар район чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ Н.Заводовпа (Хирти Пикшик) И.Краснов (Первомайски) хушшинче хĕрÿ кĕрешÿ пуласса пурте кĕтсе тăчĕç. Классика стилĕпе лайăх техника кăтартса, тÿсĕмлĕхпе спортсмен характерне çирĕплетсе финиша чи малтан Н.Заводов çитрĕ, иккĕмĕш И.Краснов, виççĕмĕш А.Пыркин (Первомайски) пулчĕç.

Пĕтĕмлетÿ хыççăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Шăхачсем – пĕрремĕш, Треньелсем – иккĕмĕш, Ишлĕсем – виççĕмĕш, вăтам шкулсем хишшинче Первомайскисем – пĕрремĕш, Аслă Чеменсем – иккĕмĕш, Нăрваш Шăхальсем – виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Ăмăртăва пурĕ 8 вăтам, 4 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан çеç хутшăнни, паллах, пурне те шухăшлаттармаллах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2008
00:00
Поделиться