Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватă кинемейçĕ – ăста кĕнекеçĕ

Районти ял тăрăхĕсенчи вулавăшсенче чи ăста та нумай кĕнеке вулакансене палăртнă. Иртсе кайнă çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе хамăр районти 29 библиотекăран чи активлисене 56 вулакана суйласа илнĕ.

Пĕлÿ тĕнчине туртăнакансенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем иккен. Çулпа та, нумай кĕнеке вулассипе те илес пулсан вара Патăрьелĕнчи вулавăшпа çыхăну тытакан А.И.Осипова рекорд кăтартнă. Антонина Ильинична виççĕмĕш çул вулакансен лидерĕнче! Пĕлтĕр вара вăл 170 кĕнеке «шĕкĕлченĕ!» Икĕ кунта – пĕр кĕнеке.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 февраля 2008
00:00
Поделиться