Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Рапс çĕнĕ культура мар, анчах унăн усси пысăк

Пирĕн тăрăхра рапс акса тăвассипе ĕлĕкех ĕçленĕ, анчах хуçалăхсем саланнăçемĕн вăл манăçа тухнă. Наци проекчĕ ĕçлеме пуçласан ертÿ-çĕсен шухăшĕсем улшăнчĕç. Рапс пирĕн районти хуçалăхсене те каялла таврăнчĕ.

Рапс çитĕнтерессипе Тутар Республики аван ĕçлет. “Тетра-Инвест” кампани пулăшнипе ÿсен-тăрана иртнĕ çул пирĕн районти “Югель”, “Исток”, Ленин ячĕллĕ, “Дуслык” хуçалăхсенче те акнă. Çак культура пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайăн тĕп агрономĕ В.Алексеев паллаштарать.

– 2 пин çул каялла рапса паха çăвĕшĕн çитĕнтернĕ. Азирен кÿрсе килнĕ ÿсен-тăранран лампада çăвĕ ха-тĕрленĕ. Халĕ унпа апат-çимĕç промышленноçĕнче те усă кураççĕ.

Çури олеин йÿçĕкĕ юнри холестерин шайне пĕчĕклетет, çавна май организмри юн çаврăнăшне лайăхлатать. Рапс çăвĕ юнри сахăр шайне те пĕр пек тытса тăма пулăшать.

Рапс выльăхсемшĕн те усăллă. Сĕт лайăх антăр тесен выльăха тутлăхлă апат çитермелле. Рапсра вара организма кирлĕ чылай микроэлемент пур.

Культура патне каялла таврăннин тепĕр сăлтавĕ – ăна сидераллă удобрени вырăнне усă курма май килни. Унăн тымарĕ çĕр ăшне тарăн каять. Çавна май тăпра сийĕ лайăхланать. Рапса çулса илнĕ хыççăн, сухаламасăрах сÿрелесе, паллах, тырă акма пулать. Рапс хаклă йышши удобрени илме уйăрнă укçа-тенке перекетлет. Унăн удобренийĕ тислĕкпе танлашать. Анчах çĕрмен тислĕк хыççăн уйра çум курăк йышлă тухать. Рапс вара анана тасатать кăна мар, ăна кăпкалатать те.

Рапс акса тăвас текен хуçалăхсен “Тетра-Инвест” холдингпа килĕшÿ тумалла. Вăл хуçалăхсене вăрлăхпа тата удобренипе тивĕçтерет. Вĕсен вара холдинга рапс ÿстерсе памалли кăна юлать.

Рапса çĕр сийне çĕнетес тĕллевпе хушма хуçалăхсем те акса тума пултараççĕ. Гектар пуçне 5 килограмм вăрлăх çеç кирлĕ. Элита вара 30-33 тенкĕ тăрать.

Рапс – ир çитĕнекен культура. Ăна юр кайса пĕтсенех, çĕр сийĕ кăшт типсенех акаççĕ. Чечек çурнă чухне çулаççĕ те ана çинчех çĕртеççĕ. Пĕр уйăхран çĕрнĕ массăна сухаласа çĕрпе хутăштармалла. Çакă çĕр пулăхне лайăхлатать, азотпа пуянлатать. Рапс усăллă культура пулнине ăна акса тунă хуçалăхсем ăнланчĕç ĕнтĕ.

Пĕлтĕр “Югель” хуçалăхра 50 гектар рапс акрĕç. Кашни гектартан 9, 6 центнер çеç тухрĕ пулсан та самаях тупăш пачĕ. Вăрлăхне Хусансемех туянчĕç. Акмалли вăрлăхне, удобрение хăйсенченех илнĕччĕ. Вĕсемех çак культурăпа мĕнле ĕçлемеллине кăтартса пычĕç.

“Исток” хуçалăхра тухăç ытларах пулчĕ, 1 гектартан 11 центнер тухрĕ, çĕр ĕç фирми кассине кĕмĕлĕ те аванах кĕчĕ.

“Дуслык” хуçалăхра рапса 100 гектар, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче 30 гектар çинче çитĕнтерчĕç.

Кăçал çак культурăпа туслашас текенсем тата та ытларах. Ку ыйтупа “Тетра-Инвест” холдинг ертÿçисем килсе канашлу та ирттерчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, фермерсене çапла сĕнес килет: рапс акма ан иккĕленĕр, 1 гектартан 5 центнер туса илсен те унăн усси пысăк.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 февраля 2008
00:00
Поделиться