Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕркене пăхăнатăн – лăпкă пурăнатăн

Çула тухакан кашни çын, çуран вăл е автомашинăпа, çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнмалла. Çавăн чухне çеç лăпкă та тăнăç пурнăç пулĕ. Çĕр-шыва ертсе пыракансем çул çинчи йĕркесĕрлĕхе пĕтерме çирĕпрех мерăсем йышăнмалли пирки ыйту çĕклерĕç. Ку енĕпе тума пуçланă ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Реформа темиçе тапхăрпа аталанать. Малтанхи пайĕ 2007 çулхи авăн уйă-хĕн 11-мĕшĕнче, иккĕмĕшĕ 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕчĕ.

Манăн уйрăмах РФ КоАПăн 12.26 статйи çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Ку таранччен руль умне правасăр ÿсĕр çын ларнин тĕслĕхĕшĕн хальхи пек çирĕп ыйтман, штраф тÿлеттернĕ те ĕçе вĕçленĕ. Халĕ правасăр, хĕрĕнкĕ пуçтаха пуçран ачашламаççĕ, ăна тÿрех 15 талăклăха “канма” вырнаçтарĕç. Праваран хăтарнисем ÿсĕрпе руль умне ларнин тĕслĕхĕсем нумайланчĕç. Вĕсене пĕчĕк штраф лăплантарайман, халĕ çакнашкаллисен суд йышăнăвне пăхăнманшăн 15 талăклăхах çемьерен уйрăлма тивет. Арестленинчен 5 пин тенкĕ штраф тÿлесе хăтăлма пулать. Анчах саккун 14 çул тултарман ача пур хĕрарăма, çул çитмен çамрăка, йывăр çын хĕрарăма тата 1-мĕшпе 2-мĕш ушкăнсенчи инвалидсене çеç çак çăмăллăха парать.

Январьте РФ КоАПăн 12.26 статйипе Р.Тапсеева, С.Родионова, С.Марфина, М.Гафиятуллова, П.Шадирякова, В.Сухорослова, М.Осипова административлă майпа айăплама йышăну тума ĕçĕсене районти миравай судьясене ярса панă.

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче пирĕн районта пĕр автоавари пулнă, унта пĕр çын аманнă. Ку вăл 2008 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче пулнă. М. гражданин ВАЗ-21703 автомашинăпа пынă чухне руле пăхăнтарайманран электроюпа çумне пырса çапăнса çул айккине кайса çаврăнса ÿкнĕ. Юрать-ха инкекĕ синкерлĕ пулса тухман.

Райшалĕçпайĕн ГИБДД уйрăмĕ çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн тимлесе тăтăшах профилактика ĕçĕсем туса ирттерет. Январьте çеç, акă, çул-йĕр правилине пăхăнман 349 çынна тупса палăртнă. Вăл шутра пĕр çынна руль умне ÿсĕрле ларнăшăн, 15-шне организмра алкоголь пуррине медицина енĕпе тĕрĕслеттерме хирĕçленĕшĕн айăпланă.

Пирĕн служба ĕçченĕсем çул çинче ачасемпе пулакан инкексен шучĕ чактăр тесе тимлеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа милицин ытти службисемпе пĕрле ултă рейд, икĕ операци йĕркеленĕ. Çакнашкал профилактика ĕçĕсене малашне те ирттерĕпĕр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 февраля 2008
00:00
Поделиться