Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă кăмăлтан çемьене йыш хушнă

Тĕреклĕ те шанчăклă çемье – общество пуласлăхĕ. Патăрьелĕнчи А.Алякинăн çемйи (кил хуçи Турханти психоневрологи интернатĕнче ĕçлет) пĕчĕкех тееймĕн. Виçĕ ача çитĕнтереççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Ĕçлĕхлĕ те пултаруллă çемье хуçи юратнă мăшăрĕпе килĕшсе татăлса Ырă ĕçсен çулталăкĕнче хăйсен хÿтлĕхне икĕ çулхи Данилкăна илнĕ. Аппăшĕ-пиччĕшĕ, тăванĕсем ăна ăшă кăмăлтан йышăннă. Паян çемьерен виççĕн ача садне çÿреççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 февраля 2008
00:00
Поделиться