Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эпир ăçта тата мĕнле пурăнатпăр

Эпидемиллĕ лару-тăру

2007 çулта районта сывлăха хÿтĕлес енĕпе хăш-пĕр ĕç тунă. Çапах та лару-тăру лăпланса лармаллиех мар. Акă, инфекцилле тата паразитла 26 тĕрлĕ чирпе чирлени 1255 тĕслĕх пулнă, 14 çул тултарман ачасем хушшинче – 542. Уйрăмах ОРВИ тата грипп чирĕсем пысăк вырăн йышăннă. Дифтери, полиомиелит, хĕрлĕ шатра, скарлатина, вируслă гепатит палăртман. Сальмонеллез чирне Шăнкăртам, Тутар Сăкăт, Патăрьел ял тăрăхĕсенче шута илнĕ. Коклюшпа, паротитпа чирлени сахалланнă.

2007 çулта йытă-кушак çыртнă тĕслĕх 73 пулнă, вăл шутра урнă тилĕ çыртни – 2.

Туберкулезпа чирлени Патăрьелпе Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче ытларах пулнă.

Наци календарĕ тăрăх, прививкăсем планран ирттерсех тунă, гриппа – 100 процент. В.Грачев, Л.Владимирова предпринимательсен, “ВАМИН-Татарстан”, уйрăм çын лавккисемпе апатлану çурчĕсенче ĕçлекенсене прививка туман. Хĕрлĕ шатраран, полиомиелитран, В гепатитран прививка тăвассипе çителĕксĕр ĕçленĕ.

Мĕн ĕçетпĕр-ха эпир?

2007 çулта централизациленĕ майпа шыв парса тăракан çăл куçсенчен 36 проба илнĕ, вĕсенчен 26-шĕ кирлĕ санитарипе хими кăтартăвĕсене тивĕçтермеççĕ. Микробиологи кăтартăвĕсемпе 27 пробăран пĕри кирлĕ шайра мар. Ыйтнине тивĕçтермен шывпа “Батыревское ЖКХ”, “Батыревская ЦРБ”, “Батыревский” пищекомбинат”, “Плодопитомник “Батыревский”, “Союз”, “ВАМИН-Татарстан” предприятисемпе учрежденисем тата пĕрлешÿсем усă кураççĕ.

Шыв пăрăхĕсенчен 44 проба илнĕ, 34-шĕ ыйтнине тивĕçтермест. Вăл шывсем хытă, пăтранчăк, вĕсенче сульфатсем, аммиак, бор, лити пĕлтĕрхинчен нумайрах. Микробиологи енĕпе 41 пробăран пурте юрăхлă, 2006 çулта юрăхсăрри 4, 4 процент пулнă.

Централизацилемен шыв çăл куçĕсенчен 85 проба илнĕ, 46-шĕ кирлинчен начартарах. Микробиологи енĕпе 171 пробăран 5-шĕ çеç юрăхсăр. Ыйтнине тивĕçтермен шывпа “Общепит “Батыревский”, “Союз” пĕрлешÿсенче, “Батыревское ЖКХ” пĕрлешÿре усă курнă.

Мĕн çиетпĕр-ха тата?

2007 çулта Патăрьел районĕнчи объектсенче апат-çимĕçĕн санитарилле-химилле кăтартăвĕсене тишкерме 180 проба илнĕ, 7-шĕ кирлĕ шайра пулман. Микотоксинсемпе наркăмăшлă япаласем гигиена нормативĕнчен иртмен, нитратсем енĕпе те çакнашкалах.

Микробиологи кăтартăвĕсене тĕпчеме 199 проба илнĕ, пĕри норматива тивĕçтермен. 2006 çулта ку енĕпе начартарах пулнă. Пахалăхсăр апат-çимĕç “Общепит “Батыревский”, “Батыревский рынок “Юхма”, “Тарханский ПНИ”, “Пищекомбинат “Батыревский” пĕрлешÿсемпе предприятисенче тупăннă.

Мĕн пур апат-çимĕç продукчĕсен 31 партине пăрахăçланă е пурĕ 118 килограмм. Вăл шутра апат продукчĕсем – 62, çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсем – 19, пахча çимĕç 5 килограмм. Унсăр пуçне 13 декалитр алкоголь япали юрăхсăр пулнă. Юрăхсăр апат-çимĕçе Патăрьел райповĕнче, “Общепит “Батыревский”, “Батыревский рынок “Юхма” пĕрлешÿсенче, Е.Ильина, В.Ялукова, Л.Андреева, Л.Арланова уйрăм предпринимательсенче палăртнă. Апат-çимĕçе пăрахăçламалли тĕп сăлтавĕ – вĕсен сутмалли срокĕ иртни. Ача-пăча учрежденийĕсенче, шкулсенче шывпа та, апат-çимĕçпе те кăлтăксем палăртман. 5634 шкул ачине вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Мĕн пур шкулсенче шыв парса тăрассине централизациленĕ, холодильниксем ĕçлеççĕ.

Ĕç вырăнĕ мĕнле шайра?

Патăрьел районĕнчи промышленность предприятийĕсенче 41 ĕç вырăнне тĕпченĕ. Вĕсенче сывлăш тасалăхĕ кирлĕ пек пулнă. Тĕрĕсленĕ 24 ĕç вырăнĕнчен шăв-шав енĕпе пĕри çеç кăлтăклă. Çутă енĕпе ирттернĕ 84 виçеврен 15-шĕ ыйтнине тивĕçтермен. Микроклимат енĕпе 24 виçев тунă, пĕрин кăтартăвĕ çеç юрăхсăртарах.

Апат-çимĕç объекчĕсенче шăв-шав шайне 65 хут виçнĕ, пĕринче тивĕçлинчен шавлăрах. Микроклиматăн 94 виçевĕнчен 22-шĕ кирлĕ пек мар.

Сиплев учрежденийĕсенче пурнăçланă 162 виçеврен 13-шĕ ыйтнине тивĕçтермен. Çутă енĕпе 477 виçев тунă, 18-шĕнче кăлтăклă.

Ача-пăча учрежденийĕсенче микроклимат енĕпе те, çутă тĕлĕшпе те йĕркеллĕ пулнă.

Шкулсенче микроклиматăн 117 виçевĕнчен 10-шĕ ыйтнине тивĕçтермен. Çутă енĕпе ку кăтартусем – 143 тата 18.

Мĕнпе сывлатпăр?

2007 çулта атмосфера сывлăшне 489 хут тĕрĕслев илнĕ. Иккĕшĕнче çеç вăл юрăхсăрри палăрнă. Иртнĕ çул ку енĕпе лару-тăру япăхрах пулнă.

Микробиологи енĕпе тăпран 17 пробине тишкернĕ, çакă нормăсене пăснине палăртман. Паразитологи, радиоактивлăх енĕпе ирттернĕ виçевсем те йĕркеллĕ пулнă. Санитарипе хими тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ 19 пробăран 8-шĕ ыйтнине тивĕçтермен.

2007 çулта çынсем наркăмăшланни 86 тĕслĕх пулнă, 11-ĕшĕнче çын вилнĕ: 10-шĕ этил спир-чĕпе наркăмăшланса, пĕри – сĕрĕмпе.

 

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 февраля 2008
00:00
Поделиться