Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ветеринари служби – ĕçре

Выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрас тĕлĕшпе районти ветеринари служби иртнĕ çул сахал мар ĕç турĕ. Тĕпрен илсен, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрăмăр. Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари служби палăртнă плансене пурнăçа кĕртессине мала хутăмăр. Иртнĕ çул ерекен чирсене хирĕçле мероприятисене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланипе чирсене сарăлма памарăмăр. Çавна май хăш-пĕр хăрушă чирсем (çĕпĕр язви, бруцеллез, туберкулез, сысна чуми, кайăк-кĕшĕк грипĕ) тĕл пулмарĕç. Çакăн пек ерекен чирсене хирĕç кĕрешме пире ял хуçалăх предприяти ертÿçисем тата ял пуçлăхĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени те пулăшать.

Иртнĕ çул республика территорийĕнче килти выльăхсемпе тискер чĕр чунсем хăрушă ерекен-уртаракан чирпе чирленĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Пирĕн районта та çак чире Красномайск, Кзыл Камыш ялĕсене кĕнĕ тилĕсенчен тупса палăртнă.

Районти уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ çулран çул ÿссе пынă май сиплекен тухтăрсен ĕçĕсем те нумайланаççĕ. Уйрăмах çакă çуллахи вăхăтра диагностика тишкерĕвĕсем тумалла, тĕрлĕ чир-чĕртен профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ чухне палăрать. Анчах та пур ĕçсене те вăхăтра туса пыма хамăртан килмен тумхахсем те чăрмантараççĕ. Акă, хăш-пĕр им-çама ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен укçипе туянмалла, анчах та ăна вăхăтра уйăрманнипе пукра, лĕпĕ, диктиокаулез тата ытти чирсене хирĕç çителĕклĕ кĕрешеймеççĕ, ĕçсене 60-70 процент çеç пурнăçлаççĕ.

Чир-чĕре хирĕç кĕрешессин витĕмлĕхĕ пĕр ветеринари службинчен кăна килмест. Чылай чухне выльăх-чĕрлĕхе мĕнле условисенче тытни, апат-çимĕçе нормăпа çителĕклĕ, пахалăхпа çитерни, чир-чĕре фермăна лекмелле мар çирĕп условисем туса хуни, мероприятисене вăхăтра туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах та чылай чухне фермăсенче санитари культури çителĕксĕр пулнине, апат рационне пăхăнманнине, тутлăх япаласен шайлашăвĕ тивĕçлĕ виçере маррине асăрхатпăр.

Выльăх йышĕ ÿсет, вилеслĕх чакать

Районти фермăсенче выльăх-чĕрлĕх вилесси çултан çул чакса пырать. Апла пулин те выльăхсене вар-хырăм тата ÿпке чирĕсем час-часах хавшатаççĕ. Çак сăлтавсене пулах “Колос”, “Тойсинская”, “Родина” хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсем, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, “Трудовик” хуçалăхра сыснасен вилес шайĕ пысăк пулчĕ.

Çав вăхăтрах “Малалла”, ЗАО “Батыревский”, “Звезда”, “Труд”, “Красное знамя”, “Исток” хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе упраса хăварас тĕллевпе тăрăшса ĕçлеççĕ.

Чир-чĕртен асăрханас тесен выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра прививка тумалла, зоогигиена ыйтнине пурнăçламалла, апат-çимĕçе нормăпа пăхнă чухлĕ çителĕклĕ, пахалăхлă çитермелле, санитари кунĕсем ирттермелле, витесене дезинфекцилемелле. Иртнĕ çул чылай хуçалăхсенче райветстанцин вăйĕпе витесене дезинфекци тунă тата ытти ĕçсене пурнăçланă. Дезинфекци ĕçне малашне те йĕркеллĕ туса пырас тĕллевпе пĕлтĕр ГАЗ-53 дезинфекци тăвакан автомашина туянтăмăр, укçа-тенкине республика бюджетĕнчен уйăрса пачĕç. Çавăн пекех тÿлевлĕ ветеринари пулăшăвĕн укçинчен УАЗ автомашина илтĕмĕр. Пĕлтĕр Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕ выльăх-чĕрлĕхе тÿлевлĕ тата тÿлевсĕр ветеринари пулăшăвне парасси пирки йышăну кăларчĕ.

Ял халăхĕшĕн

тăрăшса

Районти ветеринари служби системине икĕ ветеринари лечебници, вунă ветеринари участокĕ кĕрет. Коллективра (ÿкерчĕкре) пысăк пĕлÿллĕ, нумай ĕçлесе пысăк опыт пухнă специалистсем йышлă. Ветеринари службин администрацийĕ ветучастоксемпе лечебницăсен ĕçĕ-хĕлне çăмăллатассишĕн тăрăшать. Пĕлтĕр республикăри “Нива” вĕренÿ комбинатĕнче тăватă çын хăйĕн пĕлĕвне ÿстерчĕ, унсăр пуçне пилĕк специалист институтра куçăмсăр майпа вĕренет.

Станци Патăрьел ялĕнчен аякра вырнаçнине, çынсене çÿреме йывăррине кура хăш-пĕр ялти ветлечебницăсенче, ветучастоксенче (Туçа, Турхан, Кзыл Чишма) эмел сутмалли ятарлă аптека пункчĕсем ĕçлеççĕ. Килти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх чирлес пулсан та кашни учрежденинчех васкавлă пулăшу пама кирлĕ им-çам пур. Çавăн пекех ял халăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе Ишлĕре, Çĕнĕ Ахпÿртре, Кивĕ Катекре, Хирти Пикшикре, Аслă Чементе, Упамсара, Кзыл Чишмара ĕнесене вăхăтра чуптармалли пунктсем ĕçлеççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнче Çĕньял ветеринари участокĕнче тепĕр пункт уçрăмăр. Ку ĕç малалла пырать.

Вырăнта профилактика ĕçĕсене вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлас енĕпе уйрăмах Аслă Чементи, Кзыл Чишмари, Çĕньялти ветеринари участокĕсем (заведующийĕсем С.Михайлова, Х.Хамматов, В.Ершова) Туçари, Первомайскинчи ветеринари лечебницисем (заведующийĕсем В.Быков, Н.Белова) ăнăçлă ĕçленине палăртмалла.

Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ветеринари специалисчĕсем хăйсен ĕçĕсене май килнĕ таран тăрăшса туса пыраççĕ. Лайăх енĕпе “Хастар” хуçалăхри тĕп врача И.Кошкина, “Звездари” – Г.Щукина ветфельдшера, “Красное знамя” хуçалăхри А.Кудряшова, “Югель” предприятинчи С.Максимовăна, “Исток” хуçалăхри А.Цветковăна тата ыттисене те палăртмалла.

Ветеринари ĕçĕ нумай енлĕ пулнă май ветеринари службин яваплăхĕ ÿснипе пĕрлех прависем те анлăланчĕç. Вĕсен ĕçĕ обществăна питĕ кирлĕ, усăллă та пархатарлă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться