Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентекен те, сăвăç та

Вĕрентекен ĕçĕ хисеплĕ те йывăр. Ачасене юратакан çеç сумлă та пултаруллă çак ĕçре. Сăмахăм Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Сорокина çинчен. Вăл чĕрĕк ĕмĕр ытла çамрăк ăрăва пĕлÿ парас ĕçре вăй хурать. Шкулта тĕрлĕ халăх ачи ăс пухать. Учительницăн кашнин патне сукмак тупмалла, тăван чĕлхене, культурăна юратма вĕрентмелле. Людмила Александровна урокĕсене килĕштереççĕ, предмета юратаççĕ. Ачасем хăйсене ăс параканпа мухтанма та пултараççĕ, вăл сăвăсене шкул парти хушшинче ларнă вăхăтранах хайлать. Л.Сорокина университетра вĕреннĕ чухнех “Çилçунат”, “Ялав”, “Тăван Атăл”, “Пике” журналсемпе çыхăну тытнă. Ун сăввисем паян та республикăра тухса тăракан журналсемпе хаçатсенче, районти “Авангардра” пичетленеççĕ, вулакана хăйсен илемĕпе, тарăн шухăшĕпе тыткăна илеççĕ. Туслăх, юрату, çут çанталăк – Людмила Сорокина сăввисенче тĕп тема. Ача-пăча валли те çырма кăмăллать вăл. Пĕлтĕр чăваш кĕнеке издательствинче “Уйăх ачи” ятпа кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Асăннă хайлавсен пуххи виçĕ авторăн, вĕсенчен пĕри Л.Сорокина. Ачасен парни “Çулталăк кĕнеки” конкурса та тивĕçлĕ пулчĕ. Патăрьелĕнчи шкул-интернатра вĕренекенсем те унпа паллашрĕç, хăш-пĕр сăввисене пăхмасăр калама вĕренчĕç. Çакăнпа çеç çырлахмарĕç, районти тĕп библиотекăра авторĕпе тĕл пулу ирттерчĕç. Унта Людмила Александровна çамрăк вулакансене хăйĕн ачалăхĕ, творчествăри çитĕнĕвĕ, сăвăсем епле çырăнни çинчен каласа пачĕ, чăваш кĕнеке издательствинче шăпăрлансем валли “Хĕвел ури” ятпа тепĕр кĕнеки тухассине те пĕлтерчĕ. Тĕл пулăва пухăннисене Людмила Александровнăн “Уйăх ачи” кĕнекери М.Мулгачева “Марине”, Д.Николаев “Маттуркка”, Б.Макаров “Шофер” сăввисене вулани кăмăла кайрĕ. Ачасем автора чылай ыйту пачĕç, мĕншĕн тесен кашни сăвви вĕсене тĕрĕс пурăнма, ваттисене хисеплеме, юлташа пĕлсе суйлама, ĕçе юратса тума, атте-аннене пулăшма вĕрентет-çке. Тĕл пулу вĕренекенсемшĕн усăллă иртрĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле тăрса сăн ÿкерттерчĕç, сăвăçа творчествăра пысăк çитĕнÿсем сунчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться