Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Укçапа мар, калам: çын СЫВЛĂХПА пуян

“Ĕçе хальхи вăхăт ыйтнă пек йĕркеленĕрен Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси тата унăн пахалăхĕ ÿснĕ. Тухăçлă технологипе, çĕнĕ хатĕрсемпе усă курма тытăннăран, медицина ĕçченĕсен ăсталăхĕ ÿссе пынăран амăшĕсемпе тин çуралнă ачасем вилессине икĕ хут чакарма май килнĕ”, – тенĕччĕ Раççей Президенчĕ В.Путин.

Сăмахсен чăнлăхне çирĕплетес тĕллевпе районти больницăн тĕп врачĕпе Н.Тинюковпа калаçу пуçартăмăр. Николай Антоновича малтанах “Сывлăх” наци проекчĕпе больницăна килнĕ медицина оборудованийĕсемпе паллаштарма ыйтрăм.

–УЗИ аппарачĕсем, рентген оборудованийĕ, лаборатори тĕрĕслевĕн комплекчĕ, маммограф, фиброгастроскоп, пĕчĕк дозăллă цифрлă флюорограф, кольпоскоп тата ыттисем те, 1 миллион та 128 пин тенкĕлĕх виçĕ санитари автотранспорчĕ туяннине те палăртмалла.

– Çаксем пурте халăх сывлăхне лайăхлатас ĕçе витĕм кÿреççех ĕнтĕ?

– Паллах. Оборудованисем çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме, вăл е ку чире çийĕнчех тупса палăртма, тĕрĕс диагноз лартма май параççĕ. Наци проекчĕн тĕллевĕ те медицина тĕрĕслевĕн пахалăхне, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси-çке. Пĕрлех сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен квалификацине ÿстерсе вĕсен тÿлевне хăпартасси те.

–Вĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрар мар-и?

– Тархасшăн. Иртнĕ çул сывлăха сыхлас, вĕрентÿ, социаллă хÿтлĕх, культура, физкультурăпа спорт системинче ĕçлекен 1505 çынна хушма диспансеризацине кĕртмелле пулнă. Тĕрĕслев витĕр ытлашшипех тухнă.

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр пуçламăш звенори 41 медицина ĕçченĕ (çемье офисĕн 8 врачĕ, 4 участок терапевчĕ, участоксенчи 4 педиатр, 24 медицина сестри) хушма укçа тÿлевĕ илчĕç. Вăл 3 миллион та 312 пинпе танлашрĕ.

В гепатита, хĕрлĕ шатрана, полиомиелита, грипа хирĕç прививка тăвасси йĕркеллĕ пынă.

Йывăр çын хĕрарăмсене ача çуратмалли сертификат парассипе ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул ăна 900-е яхăн панă.

– Наци проекчĕ районта ăнăçлă ĕçлет эппин.

– Калама кăмăллă. Халăх сывлăхне упрасси çĕр-шыв, республика, район ертÿçисен тĕллевĕ те. Çакна наци проектне йышăнни те аван çирĕплетет. Унчченрех хăш-пĕр чирсемпе сывлăха тĕрĕслеттерме республика больницисене çÿреме тивнĕ. Халĕ вырăнтах май пур. Тĕрĕслев тÿлевсĕр те.

– Сывлăхран пуян пулни хамăршăнах аван. Медицина ĕçченĕсен коллективĕ сиплев ĕçĕнче хăйсен тÿрĕ тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пырасса шанатпăр. Ĕç условийĕсене лайăхлатса пырас енĕпе те ĕçлетĕр-ха.

– Выртса сипленме килекен чирлĕ çынсене йышăнмалли пÿлĕме паянхи кун ыйтнă шая лартасшăн. Кунта юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.

Ĕçре кăлтăксемсĕрех мар, паллах. Коридора ещĕксем çакнă. Унта больницăна çÿрекенсем сĕнÿсем яма пултараççĕ. Вĕсене канашлусенче пăхса тухатпăр. Мĕн пур вăя халăх сывлăхне упрас ĕçе яма тăрăшатпăрах.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться