Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уйра мăян мар, тыр-пул кашлатăр

Çанталăк ăшăтрĕ, çуркунне евĕр тăрать. Хальхи вăхăтра нумай хуçалăхра тĕш тырă вăрлăхĕсене тасатса сортлас ĕç пырать. 25 хуçалăхра 21 звено йĕркеленĕ. Тасатнă хыççăн вăрлăха лабораторине илсе килсе тĕрĕслеттермелле. Чылайăшĕ çапла тăвать те. Анчах “Родина”, “Югель”, “Гвардеец”, “Родник”, “Жизнь”, “Знамя”, “Мир”, “Колос” хуçалăхсем çак ĕçе тума васкамаççĕ.

Чылай çĕрте вăрлăх пахалăхĕ япăх. Вăл ÿсен-тăран вăррипе çÿпленнĕ. Çакă иккĕмĕш хут тĕрĕслеттерме илсе килнĕ вăрлăхсенче те палăрать. Çавăнпах пахалăх начар. Кун пек чухне мĕн тумалла-ха; Пĕр тăхтаса тăмасăр сортлă вăрлăх хатĕрлесе сутакан хуçалăхсемпе çыхăнмалла, вĕсен вăрлăхне туянмалла. Çакăн пек хуçалăхсем районта улттă. Вĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тата çĕр улми вăрлăхĕсене ытлашшипех хатĕрлесе хăварнă.

Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕн 33 проценчĕ çеç кондицие ларнă. Хальлĕхе ăна Ленин ячĕллĕ, “Гвардеец”, “Первомайск”, “Мир”, “Красное знамя”, “Исток” хуçалăхсем çеç тĕрĕслеттернĕ. Ыттисем хускалман-ха.

Хисеплĕ ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, уйра мăян мар, паха тыр-пул ÿстересчĕ. Ан манăр, асра тытăр: кая юлсан, каю шăтать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться