Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ШĂНКĂРТАМСЕН пуласлăхĕ пур

“Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” саккун вăя кĕрсен, ял администрацийĕсен статусне улăштарсан, вĕсем çĕнĕ çул-йĕрпе аталанма пуçларĕç. Çавна май ертÿçĕсен полномочийĕсем те чылай анлăланчĕç, яваплăхĕ те ÿсрĕ, ĕç-хĕлĕ те хушăнчĕ. Паян кашни ял тăрăхĕн хăйĕн бюджечĕ, унчченсенче вара вĕсем район администрацийĕ “пил” панипе пурнăçа сыпăнтарса пынă.

Районти 19 ял тăрăхĕнчен Шăнкăртамри пурнăç таппипе тан утса ура çине çирĕп тăнисенчен пĕри шутланать. Халăх ăнланулăхĕ пысăк пулни, кирек мĕнле ĕçе те вĕсем кар тăни Шăнкăртамсен пуласлăхне уçса парать. Çакна Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине депутатсен суйлавĕн районти итогĕ те çирĕплетсе пачĕ. Çак тата ытти ыйтусемпе кăсăкланса эпир ял тăрăхĕнчи хăш-пĕр çынпа тĕл пулса калаçрăмăр.

Халăх ырлăхĕшĕн – халăхпа пĕрле

Р.Купкенов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Кашни çемье, ял, район çав вăхăтрах республика та аталану çулне хăй суйласа илет темелле. Ку тĕлĕшпе пирĕн ял тăрăхĕнче пĕршухăшлăх пысăк. Çакна РФ Патшалăх Думин суйлавĕ хыççăн тепĕр хут ĕненÿллĕн çирĕплетме пултаратпăр. Суйлава мĕн пур халăхăн 90 проценчĕ ытла хутшăнчĕ. Эпир – районта чи пысăк хастарлăх кăтартакансем. Пурте тенĕ пекех “Единая Россия” партин çул-йĕрне суйласа илнĕ. Ял халăхĕн ырлăхĕшĕн, халăхпа пĕрле пулни вара Ыркăмăллăх çулталăкĕнче пысăк ялăн – Шăнкăртамăн пуласлăхне тата пайăрлатрĕ. ЧР Президенчĕ шантарнă тата ĕнентернĕ тăрăх 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче пирĕн ялта çĕнĕ шкул-садик хута каймалла. Февраль уйăхĕнче унăн никĕсне яма пикенесшĕн. Ку вăл пирĕн ялшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пани. Малашне шкул ачисем пĕр сменăпа çеç вĕренĕç, паян шкул çулне çитмен виççĕр ытла пепкен ясли-сад проблеми те пĕчĕкленĕ.

Шăнкăртам Раççейĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнакан пысăк ял. Хальхи вăхăтра ялта 1507 хуçалăх, 5298 çын. Кунта мĕн пурĕ 33 урам, икĕ тăкăрлăк. Ял хушшинчи çулсен тăршшĕ 33 çухрăм ытла! Çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вĕсене кĕрсе тухма çул шанчăклă. ЧР Президенчĕ Н.Федоров иртнĕ çулхи Патшалăх Канашне янă Уçă Çырура каланă евĕр “Лайăх çулсем – экономикăн “юн тымарĕсем” кăна мар, хамăрăн халăха чунран хисепленине кăтартакан паллă та”.

Ял çулсерен пысăкланса та, пуянланса та пырать. Çакă каллех халăх ÿркенменлĕхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен килет. Акă, 2007 çулта мĕн пур халăхăн 30 проценчĕ “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илнĕ. Паян ялта вуншар сăвăнакан ĕне тытакансем те пур. Пĕчĕк ферма-çке вăл! Пĕлтĕр ял халăхĕ патшалăха 1136 тонна аш-какай, 3142 тонна сĕт сутнă. Ытларахăшĕ вырăнти “Азирра” кооператив çăмăллăхĕпе усă кураççĕ.

Юлашки çулсенче ялта пурнăç çăмăлланса, лайăхланса пынă май çамрăксем вырăнтах юлни те кăмăллă. Вĕсем ватăсемпе пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, май çук пулсан уйрăлса тухса çĕнĕ никĕс яраççĕ. Сăмахран, 2007 çулта çеç 3563 квадратлă метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă. Епле савăнмăн çакăншăн!

Аксакалсен канашĕ – пысăк пулăшу

Н.Бурчаклы, ĕç ветеранĕ, аксакалсен канашĕн членĕ:

– Пирĕн ял тăрăхĕнче кашни урамра хăйсен представителĕсем пур. Тăватă çухрăма тăсăлакан Нариман урамĕн тирпей-илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн, кунта пурăнакан çынсен ыйтăвне татса парассишĕн эпĕ яваплă. Урамĕ вăрăм пулнăран кунта ман пек яваплисем татах та пур.

Кунсăр пуçне ял тăрăх пуçлăхĕ чылай ыйтăва халăх шухăшне тĕпе хурса татса парас тĕллевпе аксакалсен канашне туса хунă. Хисеплĕ те ĕçлĕ çынсенчен тăракан “çемьере” 23-ĕн. Ялти пилĕк мечĕт тавра ушкăнланнă вĕсем. Аксакалсен канашне Р.Тюря ертсе пырать. Нумай пулмасть çеç, акă, урам представителĕсемпе аксакалсен канашĕн пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – РФ Президенчĕн суйлавне те маларахри пекех пысăк хастарлăхпа, ăнлануллăхпа ирттерсе ярасси. Эпĕ хальхинче те суйлав умĕнхи штаб ăнăçлă ертсе пынипе Шăнкăртамсем хăйсен малашлăхĕшĕн тĕрĕс сасă парасса шанатăп.

Ăста специалист, ырă çын пулччăр

Г.Абейдуллова, Шăнкăртамри вăтам шкул директорĕ:

– Паян вĕрентÿ системинчи çĕнĕлĕхсем кашни учителе унчченхинчен урăхла, пурнăç ыйтнă пек ĕçлеме хистеççĕ. Коллективра кашни учитель çакна пĕлет, туять, ун патнелле ăнтăлать темелле. Çавна пулах пирĕн коллективра çитĕнÿсем те сахал мар. Иртнĕ çул, сăмахран, 89 выпускникран 58 проценчĕ аслă шкулсене, 26 проценчĕ – тĕрлĕрен техникума вĕренме кĕнĕ. Коллективра тава тивĕçлĕ ята илнисем пилĕк учитель. Унсăр пуçне паянхи куна пĕрремĕш категориллисем 29-ăн, аслă категорине хÿтĕленисем виççĕн. Хальхи вăхăтра шкулта вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайман пĕр ача та çук. Шкулта тĕрлĕрен олимпиада, наукăпа практика конференцийĕн призерĕсем, спортра пысăк çитĕнÿ тунă ачасем йышлă. Ăс-хакăла, тавра курăма ÿстерекен кружоксем, художество шкулĕн филиалĕ, аслă шкула вĕренме кĕмелли курссем йĕркелени ачасен вăхăтне усăллă ирттерме пулăшаççĕ. Çавăнпах-тăр пирĕн шкултан çул çитменнисем тунă хура ĕçсен списокĕнче пĕр хушамат та çук. Паян компьютерпа усă курса вĕрентмелли кабинетсем пуянланса пыни те кăмăллă.

Пирĕн ашшĕ-амăшĕн канаш управляющийĕ ăнăçлă ĕçлет. Вĕсем тăрăшнипех шкулта питĕ курăмлă юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Маларах асăннă мĕн пур çитĕнÿсене, ырă ĕçсене шута илсех ĕнтĕ эпир миллионерсен шкулĕн грантне илме конкурса хутшăнатпăр. Малашне “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе, ытти программăсемпе килĕшÿллĕн вĕрентекенсемшĕн тата ырă улшăнусем пуласса шанас та, ĕненес те килет. Мĕншĕн тесен РФ Президенчĕ пулма кандидата регистрациленнĕ Дмитрий Анатольевич Медведев ытти оппонентсемпе танлаштарсан шăпах наци проекчĕсене пурнăçлассине питĕ пысăк тимлĕх уйăрать.

Кзыл Камыш – Раççейĕн пĕчĕк кĕтесĕ

Ш.Ахмадеев, Кзыл Камышри ял старости, предприниматель: – 118 хуçалăхлă пирĕн ял Раççейĕн пĕчĕк çеç кĕтесĕ шутланать. Çĕр-шывра пиртен ăнăçлăрах та пуянрах пурăнакан та, мĕскĕнлĕхре те йывăрлăхра пурнăçа сыпăнтаракан та пур-тăр. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, тенĕ евĕр, паян эпир пурнăçри ырă улшăнусемпе хавхаланса пурăнатпăр. Ял çулсеренех хитреленсе, капăрланса пырать. Ялта халăха чи кирлĕ организаци-учрежденисем пурте пур: юсаса сĕм кĕртнĕ клуб, медпункт, шкул, садик, магазинсем... Аксакалсемшĕн те, çамрăксемшĕн те чун-чĕре канăçлăхне тупма мечĕт ĕçлет. Виçĕ урамра та вак чулпа хытарса тикĕсленĕ çул пур тата ытти те. Ял малашлăх çулĕ çине тăни кăмăллă. Паян кашни килĕрен тенĕ пекех йышлă ĕне-выльăх усраççĕ. Акă, И.Якуповсен, М.Красильниковсен, Э.Кучатовсен, М.Сменовсен, А.Исхаковсен тата ыттисен çемйисем килти хушма хуçалăхра 5-6 сăвăнакан ĕне тытаççĕ, сĕт сутса çеç çемье енчĕкне уйăхсерен 10-15 пин тенкĕ укçа кĕртеççĕ. Çавăнпа та Кзыл Камышсем паян Президентăмăрпа пирĕн Правительство тытса пыракан çул-йĕре ырлаççĕ, хăйсенчен мĕн килнине пурнăçлама тăрăшаççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться