Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сĕт паракансем йышлă

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăхсене аталантарма патшалăх кредит пама пуçланă хыççăн халăхран сĕт пуçтарасси тата ÿснĕ. Январь уйăхĕнче çеç, сăмахран, ăна районĕпе 776, 7 тонна пуçтарнă. Кăтартуллисенчен Шăнкăртам, Турхан, Первомайски, Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕсене палăртса хăвармалла.

Хуçалăхра ĕне-выльăх тытакансем сĕте пуçтарас ĕçе йĕркеленипе тата унăн хакне ÿстернипе кăмăллă. Хăш-пĕр çемье кашни уйăхра ăна 10-15 пин тенкĕлĕх те сутать. Мĕнрен япăх çемье бюджетне çапла услам кĕни!



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться