Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район пуçлăхĕ– ĕçлĕ тĕл пулусенче

Район пуçлăхĕ Н.Глухов кашни канмалли кунсенчех вырăнсене, аякри ялсене тухса çÿрет, ял халăхĕпе тĕл пулать. Хальхинче вăл шăматкун Шăхачра, вырсарникун Ульяновкăпа Люля ялĕсенче пулнă, ĕçлекенсемпе, пенсионерсемпе, çамрăксемпе курнăçса иртнĕ çулхи районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе, умра тăракан тĕллевлĕ планпа паллаштарнă.

Ульяновкăра тĕл пулу ăш пиллĕ те кăмăллă иртнĕ. Ял халăхĕ юлашки çулсенче хăйсем ытти чылай ялсем пекех “çутта тухнишĕн”, влаçрисем тĕрĕс çул-йĕр тытса пынишĕн тав тунă. Çывăх вăхăтрах çак пĕчĕк ялшăн газ, çул ыйтăвĕ татăлнă пекех шыв проблеми те пурнăçланасса шантарнă Николай Иванович. Люля ял халăхĕ тĕл пулура хăйсем çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн кăмăллине пĕлтернĕ. Кашни кунах ял патне пыракан çула тасатса, тирпейлесе тăраççĕ. Ытти ялсенче мĕнле-тĕр, анчах Люляра урамра вырнаçтарнă таксофон çăмăллăхĕпе те кăмăллах усă кураççĕ.

Район пуçлăхĕн ĕçлĕ тĕл пулăвĕпе усă курса вырăнти халăх кулленхи пурнăçпа çыхăннă ытти чылай ыйтусене те хускатнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться