Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Президент программине пурнăçласа

Республикăри çул-йĕр ăстисем Чăваш Республикин Президенчĕн “Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указне иртнĕ çул мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетеççĕ. Ку ыйтупа вырăнсенче канашлусем иртеççĕ. Пĕрремĕш канашлăва ЧР хула строительствипе общество инфратытăм аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров Канашра ирттернĕ. Унăн ĕçне ултă район представителĕсем хутшăннă.

Пухăннисем 2007 çулта республикăри ялсене хытарса тунă çулпа çыхăнтарас енĕпе мĕнле ĕçленине тишкернĕ, кăçалхи çул-йĕр строительствин сезонне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе пурнăçламалли çĕнĕ тĕллевсене палăртнă. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе пухăннисене министр çумĕ Александр Лепилин паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, ĕç çăмăлах пулман, «çĕнĕ программăна таса хутран» тытăнма тивнĕ. Çул-йĕр строительствин кун пек калăпăшĕ тата хăвăртлăхĕ республика историйĕнче халиччен пулман.

Паян эпир çирĕппĕнех çапла калама пултаратпăр: Чăваш Республикин ялĕсене хытарса тунă çулпа çыхăнтармалли Программа 2008 çулхи авăн уйăхĕнче пурнăçланать.

Канашлăва хутшăннисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, хăйсен малашнехи тĕллевĕсем çинчен каласа панă. Калаçăва Канаш, Тăвай, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел районĕсен представителĕсем хутшăннă.

Ыйтусене Александр Гончаров министр хуравланă. Вăл программăна пурнăçлас ĕçре вырăнти тивĕçлĕ органсене республика шайĕнче пулăшма шантарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться