Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пахалăхсăр алкоголь сутрăн–явап тыт

РФ прокуратурин Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ çынсен вилеслĕхне тишкерни çакна кăтартса пачĕ: юлашки вăхăтра çынсем алкогольпе сиенленсе вилесси палăрмаллах ÿсрĕ. Çакăн тĕп сăлтавĕсем – эрех-сăрапа иртĕнсе ытлашши ĕçни тата начар пахалăхлă алкоголь япалисем ĕçни.

Граждансем начар пахалăхлă алкоголь шĕвекĕсем ĕçессине асăрхаттарас тĕллевпе право йĕркине сыхлакан органсем тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри начар пахалăхлă эрех-сăра сутакансене тупса палăртасси тата административлă е уголовлă явап тыттарасси пулса тăрать. Юлашки вăхăтра Чăваш Республикинче услам илес тĕллевпе килте хатĕрленĕ спирт шĕвекĕсем сутакансем пирки суд практики çирĕпленчĕ. Тĕслĕхрен, районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕсем хальхи вăхăтра Елчĕкпе Патăрьел районĕнче пурăнакансем пирки икĕ уголовлă ĕç тишкереççĕ. Вĕсем граждансене пурнăçшăн хăрушă спиртлă шĕвек сутса пурăннă. Спирт шĕвекĕсем сутнăшăн вĕсене унччен штрафланă та пулнă, анчах та вĕсем çакăнтан тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туман. Çывăх вăхăтра ĕçсене суда ярса параççĕ. Уголовлă саккуна пăсакансене икĕ çул таранах ирĕкрен хăтармалли айăплав кĕтет.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться