Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эрнери ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Черетлĕ ĕçлĕ эрне хыçа юлчĕ. Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче чăн малтанах пурнăçланса пыракан ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Хутмалли тапхăр ăнăçлах тăсăлса пырать, автомобиль çулĕсене вăхăтлă тасатса тăраççĕ, çак сăлтавпа автобус маршручĕсем улшăнни пулман. Хальхи вăхăтра демографи лару-тăрăвĕ те начар мар.

Планеркăра район пуçлăхĕ Н.Глухов хăш-пĕр ыйтăва та çивĕчлетнĕ. Ку таранччен пирĕн районти 4 хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх витисене модернизацилесе сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă. Канашлура кăçал ăна тепĕр çавăн чухлĕ хуçалăхра вырнаçтарассине пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулмалла мар.

Хальхи вăхăтра районти тĕп больницăри хушма корпусра, хăш-пĕр уйрăмра шалти юсав ĕçĕсем пыраççĕ, Патăрьелĕнчи пулас стадион валли хăйăр турттараççĕ тата ытти те.

Канашлура район пуçлăхĕ Н.Глухов район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те çивĕчлетнĕ, кашнийĕнпех пайăрлă ĕçлеме хушнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться